Малти вырăнта – çынлăх тата чунлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.06.2018, 10:58 Просмотров: 431

Ĕнер социаллă ĕçченсем хăйсен профессилле уявне паллă турĕç. Ку тытăмра тимлекенсем çынлăхпа, чунлăхпа палăрса тăраççĕ. Вĕсем ватăсен, çемьесен, ачасен ыйтăвĕ-нушисене хăйсен чĕри витĕр кăлараççĕ, пархатарлă ĕçĕпе савăнăç кÿреççĕ.

Республика политики халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстерсе пырассине мала хурать. Çавна май социаллă хÿтлĕхсĕр категорири çынсене пулăшма миллиардшар тенкĕ уйăрать.

– Кăçалхи тăватă уйăхра кăна пирĕн районта социаллă пулăшăва 10237 çын 41,5 млн тенкĕлĕх илнĕ. Амăшĕн капиталĕн сертификатне виçĕ уйăхра 13 çемье тивĕçнĕ, 2012 çултанпа вара – 513 çемье. 128 çемье унпа усă курнă – 16,5 млн тенкĕлĕх, – пĕлтерчĕ районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина.

Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан тÿлевпе 125 çынна тивĕçтернĕ. 1200 çын ача пособине илсе тăрать. ЖКУ тÿлевĕшĕн субсидие тăватă уйăхра 311 çемьене 1,5 млн тенкĕлĕх тÿленĕ.

Ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, реабилитациленнисем – 3240 çын – 14 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Паллах, çын пурнăçра хăйне меллĕрех туясси пурлăх шайĕнчен кăна килмест. Социаллă ĕçченсен професси ăсталăхĕ, ăшă сăмахĕ, ырă чунĕпе тимлĕхĕ çĕршер çынна малашлăха çирĕппĕн пăхма вăй-хал хушать. Районти социаллă службăсем çак паха енсене тĕпе хурса тимлеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Вăрнар çыннисем те вĕсене чунтан хисеплеççĕ, ырă ĕçшĕн тав тăваççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика