Ыр туни çухалмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.06.2018, 09:29 Просмотров: 456

Ыр сунакан хур курмасть, тенĕ ваттисем. Мĕнех калăн, асаттесемпе асаннесем пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшмаллине аван ăнланнă. Хăйсен ачисене те ăша хывтарма тăрăшнă. Халĕ самана чылай улшăнчĕ, апла пулин те ырă кăмăлтан пулăшакансем паян та пур.

Пĕр кунхине ялта урампа утса пыратăп. Пĕччен пурăнакан, сакăрвуннăран иртнĕ ватă çын килĕ умĕнче çич-сакăр ача тăнине асăрхарăм. Вĕрентекенĕ те вĕсемпе пĕрлехчĕ.

– Кинемей патне килтĕмĕр. Йышпа пÿрт стенисене çурăмăр, сĕтел-пукана тусанран шăлса тасатрăмăр. Апат та пĕçерсе патăмăр. Ватă çын хăйне кирлĕ ĕç туса панишĕн питĕ хĕпĕртерĕ, тав сăмахĕ каларĕ, – ăнлантарчĕ педагог.

– Ачасем ÿркенмерĕç-и;

– Çук, пĕри те юлхавланса тăмарĕ, пурте ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлерĕç. Арçын ачасем çăлтан шыв витрепе йăтрĕç, хĕрачасем пÿртри тирпей-илемшĕн тăрăшрĕç. Пĕр-пĕрне ăнланнăран ĕç кал-кал пычĕ. Пулăшни вăл – çынна ыр туни-çке. Ватăн никам та çук, вăйĕ те сахал. Шкул ачисем хăйĕн патне пырасса кĕтмен вăл. Курчĕ те – тĕлĕнчĕ. Пирĕнпе чуна уçса калаçрĕ, усăллă сĕнÿ-канаш та пачĕ. Ачасем ун патне тепре килме кăмăл тунине пĕлтерчĕç, – сăмахшăн кивçене каймарĕ шкул ĕçченĕ.

– Сирĕн йыша волонтер теме те пулать.

– Çапла, тĕрĕсех калатăр. Кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине шута илсе волонтер командине йĕркелерĕмĕр. Унта кĕнисем ку е вăл ĕçе такам хушнипе мар, хăйсен ирĕкĕпе çеç тума пултараççĕ. Кашниех мĕн те пулин çĕннине хăнăхасшăн. Кăмăлтан пурнăçлакан ĕçе нихăçан та алăран кайтăр тесе тумастăн вĕт. Çавăнпа та пирĕн пек ыркăмăллăх ушкăнĕсем аслă çулсенчисемшĕн чăн-чăн пулăшуçăсем пулса тăраççĕ. Тĕрĕссипе, хăйсен ирĕкĕпе ĕçлекенсем пирĕн çĕршывра яланах пулнă, ячĕ çеç урăхла янăранă. Акă Совет Союзĕ вăхăтĕнче тимуровецсем тенĕ. Ун чухне те ачасем пĕччен ватăсене тимлĕх уйăрнă, тĕрлĕ ĕç туса пулăшнă, – ăнлантарчĕ педагогика тытăмĕнче нумай çул тăрăшаканскер.

Мĕнех, килĕшмелле унăн сăмахĕсемпе. Çĕршывра темиçе çул каялла тимуровецсен юхăмĕ анлă сарăлнине чылайăшĕ пĕлеççĕ пулĕ. Хÿтлĕхсĕр юлнă çынсене пулăшасси тĕп тĕллевччĕ. Саккăрмĕш класра вĕренеттĕмĕр ун чух. Пĕр шăматкунхи каç ялти арçын ачасемпе хĕрачасем пĕрле пуçтарăнтăмăр та 83-ри Лидия (çапла чĕнетчĕç ăна) патне кайрăмăр. Вăл вăхăтра пÿртсене газпа хутса ăшăтмастчĕç, вутăпа кăна. Ватăн килĕ патĕнче пĕр машина йывăç выртатчĕ. Пĕрисем пăчкă, теприсем пуртă йăтса тухнă.

– Кинемей çывăрнă чух ĕçе пуçăнар, – терĕ ушкăна ертсе пыраканскер.

Эпир çийĕнчех ĕçе пикентĕмĕр: кам татать, кам çурать. Хĕрачасем хатĕр вутта пĕр çĕре купалаççĕ. Хĕрсе кайнăран кану пирки те мантăмăр. Хамăр пит тăрăх тар юхать. Тĕллевĕ пирĕн пĕрре – ĕçе никам сисиччен кĕске вăхăтра вĕçлесси. Тăрăшсан пĕтĕмпех пулать. Ик-виç сехет иртрĕ-и, урамра сапаланса выртакан йывăçа тирпейлесе те пĕтертĕмĕр. Хыççăн ларса кантăмăр та килелле кайрăмăр. Ывăннă пулсан та сăн-питре савăнăç ялкăшать: ара, ватăна ырă тунă-çке.

Тепĕр кунхине ватă çын урама тухсан тĕлĕннине пĕлтĕмĕр. Пĕччен пурăнаканскер тунтикун шкула пынă, директорпа курса калаçнă, хăйне пулăшакансене тав сăмахĕ калама хушса хăварнă. Чăн та, линейкăра тимуровецсен командине мухтарĕç, ыркăмăллăх пурнăçра пулăшнине каларĕç.

Ун хыççăн йышпа тата ик-виçĕ ватă патĕнче пултăмăр, тĕрлĕ ĕçре пулăшу кÿтĕмĕр. Шел пулин те хыççăн саланса кайрăмăр. Çавах та иртни халĕ те асрах.

Нимĕн те калаймăн, ыр туни çухалмасть. Çавăнпа та çынна пулăшмалла тата ĕçе юратмалла. Уншăн нихăçан та вăй пĕтмĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика