Ветеран патĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.06.2018, 09:31 Просмотров: 551

Хапăсри вăтам шкул çумĕнчи «Солнышко» сывлăхпа кану лагерĕнче ачасем вăхăта хаваслă та усăллă ирттереççĕ. Кашни кун программи тĕрлĕ мероприятипе пуян.

Акă, çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче ачасемпе воспитательсем ялти хисеплĕ ветеран-учителе Акулина Никоновна Сидорована 99 çул тултарнă ятпа саламлама пуçтарăнчĕç.

Акулина Никоновна Нурăсри педагогика техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 35 çул Хапăс шкулĕнче кĕçĕн классенчи ачасене тăрăшса вĕрентнĕ. Паянхи кун вăл ачисен тата мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен ăшшине туйса пурăнать.

Ватă çын шкул ачисем хăйне хисеплесе килнĕшĕн çав тери хĕпĕртерĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшне итлеме, уйрăмах вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем туса пыма пехиллерĕ. Вĕренекенсем вара хисеплĕ ветеран-учителе 100 çулхи юбилее кĕтсе илме çирĕп сывлăх сунчĕç.

Лариса ХАРИТОНОВА,

воспитатель.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика