Цифра аталанăвĕн министрĕ – Михаил Анисимов

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.06.2018, 09:31 Просмотров: 429

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пуснă Указпа килĕшÿллĕн, Михаил Анисимова Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ пулма çирĕплетнĕ.

Михаил Владимирович Анисимов 1995 çулта И.Я.Яковлев Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче «Математика, информатика тата шутлав техники» специальноçне алла илнĕ. Вăл – педагогика наукисен кандидачĕ.

Хăйĕн пурнăç çулне Шупашкар хулинчи 51-мĕш номерлĕ вăтам шкулта математика тата информатика шутлав техникин никĕсĕсен учителĕнчен пуçланă. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн информатика центрĕн пуçлăхĕнче, дистанци вĕренĕвĕн республикăри центрĕн директорĕнче, Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Медицина информацийĕн центрĕ» БУ директорĕнче, Чăваш ен информаци политикин министерствин «Информаци технологийĕсен центрĕ» БУ директорĕнче ĕçленĕ. 2017 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ пулма çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика