Черетлĕ ларура

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.06.2018, 09:32 Просмотров: 431

Вăрнар район Пухăвĕн депутачĕсем кĕçнерникун черетлĕ 32-мĕш ларăва пухăнчĕç. Кун йĕркине сакăр ыйту кĕртнĕ, пăхса тухса вĕсемпе пуринпе те йышăну проекчĕсене çирĕплетрĕç.

Малтанах район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ–пай пуçлăхĕ Светлана Войтенко районăн тĕп документне, Устава, улшăнусем кĕртессине пĕлтерчĕ. Вĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçне йĕркелекен федераллă саккунсем ыйтнипе сăлтавланаççĕ. Сăмахран, ылмашусем муниципаллă право акчĕсене официаллă майпа пичетлемелли, депутатсен суйлавçăсемпе тĕл пулмалли йĕркене, Вăрнар район тата администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пырса тивеççĕ.

Çавăн пекех икĕ округра Вăрнар район Пухăвне депутатсем суйласси пирки те сăмах пычĕ. Йышăннă тăрăх, Вăрнарти 5-мĕш тата Аçăмçырминчи 6-мĕш округсемпе хушма суйлавсем кăçалхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче иртĕç.

Депутатсем район харпăрлăхĕнчи хăшпĕр пурлăха Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн харпăрлăхне куçарассипе, районăн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли кăçалхи прогнозлă плана Хапăсри тепĕр объекта кĕртессипе çыхăннă сĕнÿсене те пурнăçлама йышăнчĕç. Ларура хăшпĕр ушкăнри работниксен ĕç тÿлевĕнчи улшăнусене те пăхса тухрĕç, Пухун яланхи комиссийĕсен составĕсенчи улшăнусене çирĕплетрĕç, республикăн патшалăх наградисемпе чыслама тăратнă ходатайствăсене те йышăнчĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика