Чăваш ен уявра савăнчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.06.2018, 09:52 Просмотров: 410

Республика кунне кăçал Чăваш енĕн тĕп хулинче тата Трак енче сумлăн та чыслăн уявланă

Трак енсем патшалăхăн тĕп праçникне ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Красноармейски салине пырса кĕрсенех ырă улшăнусем палăраççĕ, хăтлăхпа илем, çĕнĕлĕхсем куçа тыткăнлаççĕ. Район центрĕнче çулсемпе тротуарсем сарнă, Çĕнтерÿ паркне тата Тĕп стадиона çĕнетнĕ. Предприятисемпе организацисем çуртсен фасачĕсене улăштарнă, çывăхри территорие хăтлăхпа илем кÿнĕ. Çĕнтерÿ паркĕнче Чăваш ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева «Заволжский» клуб çумĕнчи «Шурăмпуç» ача-пăча фольклор ансамблĕ юрласа-ташласа кĕтсе илнĕ. Михаил Васильевич «Ăстасен урамĕ» декораципе хушма искусство куравĕпе паллашнă. «Факел» стадионта праçник «Эпир аваллăх тĕнчинчен – Упи паттăр йăхĕнчен» уявпа пуçланнă. Упи паттăр пурне те хапăл пулнине пĕлтернĕ. Тĕрлĕ ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсенчен йĕркеленĕ, чăваш тумĕ тăхăннă вырăнти артистсем чăваш культурин, йăли-йĕркин, сăмахĕн, тумĕн мĕнпур илемне кăтартнă.

Уяв юрă-кĕвĕ кăна мар, тунă ĕçсене пĕтĕмлетни те, тĕллевсене палăртни те, маттурсене хавхалантарни те. Ĕçре пуçаруллисемпе хастаррисене Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе, ытти наградăпа чысланă. Вĕсен йышĕнче ытларахăшĕ – ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем.

Михаил Игнатьев Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçне икĕ çĕнĕ машинăн уççине панă. Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Трак ене уяв ячĕпе «КЕТРА» строительство керамикин заводĕнчен 1 миллион тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Николай Малов тата Алена Аршинова район çыннисемпе пĕрле савăннă. Михаил Игнатьев «Ăстасен тăкăрлăкĕпе», тĕрлĕ ял тăрăхĕ хатĕрленĕ картишсемпе, пултаруллă çынсен ăсталăхĕпе хавхалансах паллашнă. Юрă-кĕвĕ каçченех янăранă. Красноармейски салинче спорт вăййисем иртнĕ. Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева, Стас Владимиров юрăçсем, Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальне хутшăнакансем тата «Раштав» коллектив хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Трак тăрăхĕнчи Именкассисемшĕн Республика кунĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнипе те асра юлĕ. Çĕртмен 24-мĕшĕнче ФАП савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Именкассинче пулнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял çыннисене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе республикăра кашни виççĕмĕш ФАП-а çĕнетме йышăннине палăртнă. Асăннă программа ăнăçлă пурнăçа кĕрет. 2013 çултанпа регионта пĕтĕмпе 152 ФАП туса хута янă. 2018 çулта республикăри 16 районта тата 25 фельдшерпа акушер пункчĕ çĕклеме тĕв тунă.

Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, ку ФАП – районта хута янă 7-мĕш пункт. Çитес вăхăтра тата улттă ĕçе кĕртме палăртнă.

Иртнĕ вырсарникун халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăннисем – хамăр республикăн тата çĕршывăн 20 ытла регионĕнчи 40 ытла коллективĕ, çавăн пекех Болгарири ташă ансамблĕ – Шупашкарти пултарулăх лапамĕсенче, Чăваш енри тĕрлĕ районта хăйсен ăсталăхĕпе, халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарнă.

Республика тĕп хулинчи Хĕрлĕ тÿрем каллех хăнасене пуçтарнă. «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕн гала-концертне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, официаллă ытти çынсем хутшăннă. Михаил Васильевич республикăра пурăнакансемпе хăнасене уявпа саламланă, аслă ăрури ентешсене наци тата культура йăли-йĕркине упраса пынăшăн тав тунă. Чăваш ен Правительстви вĕсене сыхласа хăварассишĕн мĕн кирлине пĕтĕмпех тума хатĕррине пĕлтернĕ. Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» 16-мĕш конкурсра 20 яхăн регионтан 80 яхăн маçтăр хутшăннă.

Федерацин Атăлçи округĕн Чăваш енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн саламне халăх патне çитернĕ.

Çĕртме уйăхĕн 23–24-мĕшĕсенче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре XXV Регионсен хушшинчи «Регионсем – чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» курав ĕçленĕ.

Республика кунĕнче Наци музейĕнче Раççейри этнографи музейĕн (Санкт-Петербург) экспоначĕсен «Йĕппе эрешлени...» куравĕ пĕрремĕш хут уçăлнă. Шупашкарта çавăн пекех Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Уяв мероприятийĕсене вăрнарсем те хастар хутшăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика