Сăра – хăрушă шĕвек

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2018, 08:49 Просмотров: 416

Эрех-сăрасăр пурăнайман, ĕçкĕçе тухнă çынсем пурте тенĕ пекех малтан сăрапа туслашнă. Ăна сиенсĕр шĕвек вырăнне хурса киленсех ланкăртаттарнă. Чи малтанах сăра шăк çулĕсемшĕн синкерлĕ – усал шыçă чирĕсем пуçланас хăрушлăх питĕ пысăк.

Сăрана нумай ĕçнипе тата унти кăмрăк йÿçек газĕн витĕмĕпе чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем (гипертони, ишеми, миокардиострофи) аталанаççĕ. Пĕсехе парĕн чирĕсене сăрари фитоэстрогенсем пуçараççĕ. Вĕсем хĕрарăмăн ар гормонĕсене çывăх, 1 л сăрара вăл 36 мг таран. Ахальтен мар ĕнтĕ сăра юратакан арçынсем хĕрарăмланса пыраççĕ: вĕсен кăкăр парĕсем ÿсеççĕ, хырăмĕпе купарчи сарăлать. Сăрапа киленекен хĕрарăмсем вара арçынланаççĕ: кăкăрĕпе пичĕ çинче «сăра мăйăхĕ» палăрма пуçлать, сасси хулăнланать.

Сăрари йÿçĕ япаласем психикăна витĕм кÿрекен хутăшсен шутне кĕреççĕ. Ытларах ĕçсен вĕсем çынна лăплантарса ыйхăлаттараççĕ, çавăн пекех куçа тем те пĕр курăнма пултарать. Сăра чылай вăхăт упрантăр тесе унта хушакан хими веществисемпе консервантсем мĕнлерех витĕм кÿнине хальлĕхе тĕпчемен. Унти кобальт чĕрешĕн, апата ирĕлтерекен органшăн тата хырăмлăхшăн çав тери сиенлĕ пулни паллă.

Кунсерен 1–2 кĕленче сăра пушатма хăнăхнă çын пурăна киле унсăрăн çывăрайми пулать. Лăпланса çитсе хăйне лайăхрах туйма – пуçа анратакан шĕвек тата ытларах кирлĕ ăна. Кунне 15 литр таран сăра ĕçекен те пур. Çавах вĕсем хăйсене алкоголиксен шутне кĕртесшĕн мар.

Сăра ытамне лекекенсен çакнашкал симптомсем палăраççĕ:

– кунсерен литр ытла сăра ĕçмесĕр те лăпланаймаççĕ;

– сăра ĕçмен тапхăрта хăйсене çиллес, усал тыткалаççĕ. Юлташĕсемпе чăркăшса калаçаççĕ;

– хырăм майĕпен ÿссех пырать;

– час-часах пуç ыратать;

– ар вăйсăрлăхĕ палăрать;

– кăнтăрла ыйхăлаттарать, каçхине вара ыйхă тарать;

– ирхине сăра ĕçмесĕр те кăмăл çĕкленмест.

Çакнашкалли палăрсан çийĕнчех наркологи диспансерне пулăшу ыйтма каймалла.

Çамрăклах сăрапа ашкăнни уйрăмах хăрушă. Çирĕпленсе çитмен организм сăрана пушшех хăвăрт хăнăхать. Ача сăлтавсăрах япăх вĕренме пуçлани, каçа юлса таврăнни, суйни, чĕмсĕрленни, çемьерен ютшăнма пуçлани, вĕчĕрхенни ашшĕ-амăшне сисчĕвлентермеллех.

Хĕрарăмсем сăра ĕçме арçынсенчен те хăвăртрах хăнăхаççĕ. Çитменнине, çак усал йăлана пулас ачисене те «парнелеме» пултараççĕ.

Сăра алкоголизмĕ çав тери хăрушă чир, хăйĕн ытамне лексен вĕçертмест. Чире вăхăтра асăрхаса сиплени çеç йывăрлăхран çăлăнма май парать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика