Асăрханулăхпа сыхлăх таçта та кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2018, 08:50 Просмотров: 387

Юлашки çулсенче шалти ĕçсен органĕсем массăллă информаци хатĕрĕсем урлă хуласемпе ялсенче пĕр-пĕр çын çухални, ватă çынсене улталаса укçа-тенкĕсĕр, пысăк пурлăхсăр тăратса хăварни çинчен кунĕн-çĕрĕн хыпарлаççĕ.

Палламан çынсене пÿрте-çурта кĕртме юраманни, вĕсем суйса калаçнине ĕненме кирлĕ марри пирки те асăрхаттараççĕ. Анчах темшĕн эпир çак асăрхаттарусене пурнăçа кĕртместпĕр – итлетпĕр те, унашкал инкек пырса çыпăçмĕ-ха тесе шутлатпăр. Шулĕкĕсем вара, кулнă пекех, хăйсен киревсĕр ĕçĕсене малалла тăсаççĕ. Полици ĕçченĕсене ку преступниксене вăхăтра тытса чарма, вĕсем тунă киревсĕр ĕçсене уçса пама питех те çăмăл мар. Ултавçăсем ялтан яла, хуларан хулана куçса çÿресе çĕнĕрен çĕнĕ преступленисем тăваççĕ-çке. Урамра, ялта ĕçлемесĕрех пурлăхлă пуласшăн çÿрекен вăйпитти çамрăксем халĕ те тĕл пулкалаççĕ. Унашкал ăçтиçуксем сирĕнпе çыхланма хăтланчĕç-тĕк, вĕсенчен уйрăлма, сăн-питне тата тумтирне астуса юлма тăрăшăр, кирлĕ çĕре хыпарлама васкăр.

Кашниннех асăрхануллă, сыхă пулмаллине çак кунсенче пулса иртнĕ ырă тĕслĕх яр-уççăн кăтартса парать. Пĕр кунхине ирех манăн Вăрнар районĕнчи Пуканкасси ялне çитмелли сăлтав тупăннăччĕ. Халăх килти выльăха кĕтĕве хăвалать. Эпĕ ял хапхи çывăхĕнчи йăмра тункати çине пырса лартăм та тĕл пулмалли çынна кĕтме тытăнтăм. Хамăн çурăм хыçĕнче пĕчĕк кутамкка. Ирхи шăв-шава итлетĕп, ют ялăн сăн-сăпачĕ, пÿрчĕ-çурчĕ, илемĕ кăсăклантарчĕ мана. Пуçа унталла-кунталла пăркаласа тишкерме тытăнтăм. Мана асăрханă çынсене çакă шиклентернĕ пулас. Кĕтÿ хăвалакан икĕ хĕрарăм пырса чарăнчĕç те ăна-кăна ыйтса пĕлме тытăнчĕç: ăçтан килнĕ, çухалса кайман-и, мĕнле пулăшу кирлĕ тата ытти те. Ним суймасăр çапла хуравларăм: «Тимĕр лаша килессе кĕтетĕп, вăл киле илсе каять»,– терĕм. Маншăн тимĕр лаша – ларса çÿремелли машина. Инкесем ăнланмасăртарах пăхса илчĕç те ял варринелле утрĕç. Утнăçемĕн темиçе хут чарăнса ман еннелле пăхса тăчĕç. Кăшт вăхăт иртсен çав инкесемех тата тепĕр хĕрарăмпа пĕрле çитсе чарăнчĕç, каллех ыйтусем пама тытăнчĕç: мĕн пирки Пуканкассине килнĕ, ăçта пурăнатăп... Ыйтусем çине пĕр суймасăр тĕрĕс евитлерĕм. Анчах виççĕмĕш хĕрарăмĕ, чăн-чăн следователь евĕрлех, эпĕ камне ĕнентерекен документ кăтартма сĕнчĕ. Çумра ун пек хут пулмарĕ. Каярах паллă пулчĕ: «тĕпчекенни» – Ярмушка ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Светлана Кроткова иккен.

Вăл кĕсье телефонĕ пурри-çуккине, номерне ыйтрĕ те кĕçех шăнкăравларĕ, çапла мана тĕрĕслерĕ.

– Мăшăру патне шăнкăравлăр-ха. Эсир суйни-суйманнине пĕлмелле пирĕн, ытлашши тĕпченĕшĕн каçарсамăр, – терĕ.

Мăшăрăн номерне шыраса тупса пусма ĕлкĕртĕм çеç, эпĕ кĕтекен тимĕр лаша çитсе те чарăнчĕ. Кĕрсе ларса Шупашкаралла çул тытрăм. Пуканкассинчи сыхă чиперккесене тав сăмахĕсем калама та ĕлкĕреймерĕм. Пур çĕрте унти пек асăрхануллă пулсан, право йĕркине пăсакансен хисепĕ палăрмаллах чакĕччĕ. Ахальтен мар ку тăрăхра йĕркене уяманнисем çукпа пĕрех.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика