Куç пек упраççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2018, 08:50 Просмотров: 368

Уйкас Кипек ялĕнче пурăнакан Валентин Емельянович Емельянов кĕçех 95 çул тултарать.

Шкул пĕтерсенех, 18 çулта, фронта тухса кайнă. Курск патĕнче, Ленинград çывăхĕнче çапăçнă. Хăй вилнĕ тесе килнĕ хутне халĕ те упрать Валентин Емельянович. Çапăçусене хутшăннăшăн вăл чылай медаль-ордена тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăн Вăрман Кипек шкулĕнче ĕçленĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ачасене тарăн пĕлÿ панă.

Мăшăрĕпе 6 ача çуратса ÿстернĕ. Пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿссе çитĕннĕ. Тăватă ывăлĕ салтак тивĕçне пурнăçланă.

Валентин Емельянович халĕ те килти ĕçсене хутшăнать, кроликсем пăхать. 2010 çулта вăл вăрçă участникĕсене панă çăмăллăхпа Санкт-Петербурга кайса килнĕ, çар-истори музейĕнче пулса курнă. Унта художник ÿкернĕ Валентин Емельянович портречĕ çакăнса тăрать. Курава хутшăнма тивĕçлĕ пулнишĕн вăл питĕ савăнать. Ачисем Валентин Емельяновичпа мухтанаççĕ, вăл пурришĕн савăнаççĕ, куç пек упраççĕ. Унăн тăватă ывăл, икĕ хĕр, 14 мăнук, 12 кĕçĕн мăнук.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика