Вăрнарсене – дипломсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2018, 08:50 Просмотров: 422

Вăрнарти культура ĕçченĕсем уяв кунĕсенче тĕрлĕ мероприятисене хутшăнчĕç.

Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Санар» фольклор ушкăнĕ, «Гармония» вокал ансамблĕ регионсем хушшинчи «Туслăх кĕперĕ» фестивале хутшăннă.

Наци культурисен уявĕ Халăх Туслăхĕн çурчĕ умĕнче иртнĕ. Хула çыннисемпе ун хăнисене 20 ытла пултарулăх ушкăнĕ саламланă. Галина Иванова ертсе пыракан «Санар» ушкăн халăх творчествине аталантарнăшăн диплома тивĕçнĕ.

«Тивлет» юрăпа ташă ансамбльне (хормейстерĕ Алина Евдокимова, балетмейстерĕ Алина Федотова) Пĕтĕм чăвашсен «Акатуйне» хутшăнма тÿр килнĕ. Вĕсем республикăри коллективсен пĕрлехи хорне кĕме те тивĕçнĕ.

Республика кунĕн уяв сцени çинче «Тивлет» ушкăн «Кĕрекере» сюитăна кăтартнă. Пысăк ăсталăхшăн ку коллектива та дипломпа чысланă.

Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Денис Яковлев ертсе пыракан «Аса ил» вокалпа инструменталлă ансамбль вара Мари Элта иртнĕ регионсем хушшинчи çамрăксен фестивалĕнче тупăшнă. «Наци йăлисене тытса пынăшăн» номинацире чыса тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика