Лару-тăру – çирĕп тĕрĕслевре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.07.2018, 14:39 Просмотров: 385

Районти полици сотрудникĕсен оперативлă служба ĕç-хĕлĕ чи малтанах преступноç шайне чакарас тата лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслевре тытас, граждансен сыхлăхне пуренлĕн тивĕçтерес тĕллевлĕ. Йышăннă мерăсен витĕмлĕхĕ кăçалхи çур çулти кăтартусенче те палăрать. Муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн асăрхавĕнчи территорире регистрациленнĕ преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 11,7 процент (179-тан 158-а çити) чакнă. Вăрнар районĕпе преступноç шайĕ 10 пин çын пуçне 35 тивет, танлаштарма – пĕтĕмĕшле республикипе ку хисеп 49,1.

Кăтартусене тишкерес-тĕк, вăтам йывăр преступленисем (43,9 %), çынсен сывлăхĕсене юриех вăтам сиен кÿнисем (70 %), ют пурлăха çаратнисем (11%), вăрланисем (13 %), ултавлă ĕçсем (28,6 %) чакнине каламалла. Ют пурлăха Интернет сечĕ урлă çаратнă (5), хваттерсене тустарнă (8), суя укçа сарнă (3) тĕслĕхсем пĕлтĕрхипе пĕр шайрах. Транспорт хатĕрĕсене хăваласа тарнипе, вăрă-хурахла тапăннипе, пусахласа укçа ыйтнипе, мăшкăлланипе, юриех чĕртсе çунтарнипе çыхăннă киревсĕр ĕçсем иртсе кайнă çур çулта пачах та регистрациленмен.

Яланхиллех преступноç тытăмĕн пысăк пайне (25,3 процент) вăрлани йышăнать. Сакăр тĕслĕхре хваттерсенчен, пĕринче лавкка-складран, виççĕшĕнче автомашинăран пурлăх йăкăртнă, çавăн пекех транспорт деталĕсене (1), кĕсье телефонĕсене (5), металл (3), вăрлани тата ытти те пулнă.

Йĕркелĕхе профилактика мерисемпе çирĕп усă курнипе кăна тивĕçтерме пулать. Çавăнпах тĕрĕслевсем, оперативлă профилактика мероприятийĕсем, рейдсем ирттересси кулленхи йăлара. Вĕсем пулăшнипе, акă, обществăлла вырăнсенчи преступленисене 51,4 процент чакарма май килнĕ, çав шутра урамра пулнисене – 57,1 процент. Çула çитмен ачасемпе çамрăксем саккуна пăсни те, каласа хăвармалла, 11,1 процент сахалрах. Ушкăнпа каварлашса тунă киревсĕрлĕхсен шучĕ те çурри ытла пĕчĕкленнĕ.

Йăла преступленийĕсене асăрхаттарассипе кунсерен пысăк ĕç пурнăçланать. Апла пулин те ку енĕпе лару-тăру ăнăçлă теме май çук-ха. Шел те, 6 уйăхра кăна çынсене вĕлернĕ тата сывлăхĕсене юриех йывăр сиен кÿнĕ тискер ĕçсене виçшер шута илнĕ. Йăлари преступленисен ушкăнĕнче – тăваттăшĕ йывăррисем тата уйрăмах йывăррисем. Тĕрĕссипе, ку ыйту оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕнче чи çивĕччисенчен пĕри. Лару-тăрăва улăштарма профилактикăн мĕнпур субъекчĕсемпе тачă çыхăнура тимлетпĕр. Çемьере çапăçакан-вăрçакансем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, унччен те судпа айăпланнисем тата ытти хăшпĕр ушкăнри çынсем пĕрмаях асăрхавра. Кăçалхи çур çулта, акă, çемьере хĕн кăтартса пурăннине 7 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕлерессипе хăратнине – 12, РФ КоАП-ĕн 6.1.1-мĕш статйипе те, хĕненĕшĕн, 91 административлă протокол çырма тивнĕ.

Обществăлла пĕлтерĕшне кура, должноçри преступленисене, вăл шутра коррупци сĕмĕллисене, патшалăх тата муниципаллă укçа-тенкĕне çаратнипе çыхăннисене палăртасси те уйрăм шутра. Кăçалхи 6 уйăхра экономика сферинче 21 киревсĕр ĕç çырăннă, вĕсенчен 12-шĕ – коррупци паллиллĕ.

Çавăн пекех наркотиксен тата хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕсемпе икĕ тата пĕр преступление учета тăратнă.

Полици ĕçĕ-хĕлĕн тепĕр тĕп енĕсенчен пĕри – саккуна пăснă мĕнпур тĕслĕхсене çийĕнчех уçса парасси тата айăплисене явап тыттарасси. Ку тивĕçе те йĕрке хуралçисем ÿсĕмлĕ пурнăçлаççĕ темелле. Вăрнар районĕпе кăтарту 89,1 процента çитрĕ. Следовательсем – 70, дознавательсем 67 уголовлă ĕçе тишкерсе суда ярса панă çак тапхăрта. «Тĕттĕм» юлнă преступленисен пайне оперативлă шырав мероприятийĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттернипе 23,5 процент чакарма май килчĕ.

Вăрнарсем оперативлă лару-тăрăва лайăх шайра тытса пынине Чăваш ен Ш,М-ĕн миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Митрофанов полици полковникĕ те палăртрĕ. Вăл çур çулти кăтартусене пĕтĕмлетекен канашлăва хутшăнчĕ. Çавăн пекех районти полици сотрудникĕсем умĕнчи малашнехи ĕç тĕллевĕсене те çирĕплетрĕ.

А.ГУБАНОВ,

Раççей ШĔМ-ĕн

муниципалитетсем

хушшинчи «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ полици подполковникĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика