Паттăрсем манăçмаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.07.2018, 14:40 Просмотров: 303

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана парăнтарса паттăрлăх кăтартнă салтаксен ячĕсем çĕршыв историне çырăннă. Вăрçă хирĕнче выртса юлнисем те çĕнтерĕве çывхартас тесе пурнăçне шеллемен.

Хурăнсур Çармăс ялĕнче пурăнакансем те хăйсен паттăрĕсене манмаççĕ. Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче ялта Çĕнтерÿ паркĕ уçăлнă. Вăрçа хутшăннисене халалласа лартнă стелăна тумашкăн республика тата вырăнти бюджетсенчен 1 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă, ытти – спонсор пулăшăвĕ.

Ку ĕçе пурнăçа кĕртес тĕллевпе ялти клуб пуçлăхĕ Михаил Кузьмин нумай вăй хунă. Астăвăм комплексне тăвас тĕллевпе вăл вăхăтне те, вăй-халне те, укçи-тенкине те шеллемен. Çĕрпел ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Хурăнсур Çармăсран 152 çын вăрçа тухса кайнă, анчах вĕсенчен 86-шĕ тăван ене каялла таврăнайман. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнче 1 ветеран, тăлăха юлнă 3 салтак арăмĕ тата тылра ĕçленĕ 20 çын пурăнать.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика