Çарта палăрнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.07.2018, 14:40 Просмотров: 394

Район каччисем çарта тăнă вăхăтра ырă енпе палăрнă тĕслĕхсем пĕрре мар пулчĕç. Туçи Çармăсри шкултан вĕренсе тухнă Роман Иванов акă наука ĕçĕпе тĕлĕнтернĕ.

Вăл «Центр управления – 2018» конкурса хутшăнса «Наука ротин чи лайăх специалисчĕ» номинацире çĕнтернĕ. Наградăна тата Кубока вăл Раççей оборона управленийĕн наци центрĕн пуçлăхĕн Михаил Мизинцев генерал-полковникăн аллинчен илнĕ.

Вĕрентекенĕсем Роман ачаранах çĕннине пĕлме тăрăшнине пĕлтереççĕ. Кĕçĕн классенчех баянпа ăста вылянă. Туçи Çармăс тата Вăрнарти 1-мĕш шкулсене «5» паллăсемпе çеç вĕçленĕ. Мускаври электронлă техника институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Хыççăнах çар ретне тăма ят тухнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă хыççăн нумаях пулмасть тăван тăрăха таврăннă. Хăйĕн специальноçĕпех ĕçлесшĕн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика