Обществăлла Канаша çирĕплетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.07.2018, 14:43 Просмотров: 288

Тунтикун Вăрнар район Пухăвĕн депутачĕсем черетсĕр 34-мĕш ларăва пухăннă. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Кун йĕркине кăларнă тĕп ыйту – Вăрнар районĕн Обществăлла канашне палăртасси. Депутатсем район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем сĕннĕ кандидатурăсене тĕплĕн пăхса тухса кашнинех çирĕплетнĕ.

Çапла Вăрнар районĕн Обществăлла Канашĕн тытăмĕнче 8 çын пулĕ. Вĕсем пурте районти хисеплĕ, ят-сумлă çынсем% «Санары» агрофирма директорĕ Роберт Петров, Ярмушка шкулĕн директорĕ Георгий Сорокин, районти пограничниксен «Щит Родины» обществăлла организацийĕн председателĕ Владимир Михайлов, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн тĕп инженерĕ Игорь Сапожников, «Сантехгазстрой» общество генеральнăй директорĕ Даниель Лазарев, халăха социаллă тивĕçтерÿсем паракан центр ертÿçи Людмила Николаева, районти тĕп больницăн тĕп врачĕн заместителĕ Надежда Николаева тата Вăрнар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Воля Иванов.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика