Явап тыттарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2018, 09:26 Просмотров: 473

Апрель вĕçĕнченех республикăра пушара хирĕçле уйрăм режим палăртнăччĕ. Çумăрсăр, шăрăх çанталăка пула пысăк хăрушлăх çăвĕпех сыхланса тăчĕ. Çавна май ку тапхăрта хăш-пĕр чарусем кĕртнĕ: вăрмансенче кăвайт хума, кăвар çинче апат-çимĕç хатĕрлеме, вăрман фончĕн тата çывăхри çĕрсем çинче çÿп-çапа тата ытти хытă каяшсене çунтарма, хыт-хурапа типĕ курăка чĕртсе яма, пушар кăларма пултаракан ĕçсене пурнăçлама юрамасть.

Анчах, яваплăх çинчен пĕлсе тăрсах, чарусене пăсакансем пурпĕрех тупăнаççĕ. МЧС-ăн вырăнти управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çунакан типĕ курăка сÿнтерме тухни кăна республикăра 49 хутчен пулнă. РФ КоАП-ĕн 20.4-мĕш статйипе, уйрăм режимра пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтнине пăснăшăн, 62 çынна явап тыттарнă. Штраф виçисем пĕчĕк мар: уйрăм çынсемшĕн – 2–4 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн – 15–30 пин тенкĕ, организаци-предприятисемшĕн – 200–400 пин тенкĕ.

Асăрхавпа профилатика ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районта та паянхи куна ку тĕлĕшпе административлă 6 протокол çырнă. Явап тыттарнисенчен тăваттăшĕ – граждансем, иккĕшĕ – должноçри çынсем. Уçă территорире çулăм тухнă тĕслĕхсене вара 24 шута илнĕ, вăл шутра – çÿп-çап, типĕ курăк тата ытти тивсе илнисем.

Кĕркунне те пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе кăткăслăх чакмасть-ха. Пахчасенче, дача лаптăкĕсенче, акă, хуçисем çÿп-çапа, типĕ çулçă-курăка пухса тасатаççĕ. Вĕсене чĕртсе çунтарни сайра мар. Çавăнпа та пушар хуралĕн ĕçченĕсем асăрханулăх çинчен манма юраманнине аса илтереççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика