Чирлĕ тилĕ тапăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2018, 09:27 Просмотров: 377

Чăваш ен территорийĕнче тилĕсем урнă чирпе чирленин çĕнĕ «вучахне» шута илнĕ. Çавна май республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ял тăрăхĕнче карантин çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Чăваш ен Патшалăх ветеринари службин йышăнăвĕпе урнă чирĕн «вучахне» пĕтерессипе мероприятисен планне туса хунă.

Тĕпчев комиссийĕн даннăйĕсем тăрăх, урнă чĕрчун оптоволокно кабельне хуракан «Асстрой» сотрудникне тапăннă, ăна больницăна ăсатнă. Çавăн пекех ку компанин тилĕпе «кĕрешĕве» кĕнĕ тепĕр çын та урнинчен сипленет.

Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕ хамăр район çыннисене те асăрхануллă пулма ыйтать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика