Тÿрре кăлармалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2018, 09:29 Просмотров: 419

Депутатсен Вăрнар район Пухăвĕн 37-мĕш черетсĕр ларăвĕ кĕçнерникун хаваслă самантран пуçланчĕ. Хальхи вăхăтра ĕçлекен тытăма сентябрĕн 9-мĕшĕнчи хушма суйлавра суйланнă икĕ депутата йышăнчĕç.

Вĕсем – Вăрнарти 5-мĕш тата Аçăмçырминчи 6-мĕш округсенчи суйлавçăсен сассисене пуринчен нумай пухнă Вăрнарти 2-мĕш шкул директорĕ Сергей Ильин тата «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществин директорсен Канашĕн председателĕ Владислав Попов. Депутат удостоверенийĕсене панă май, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Геннадий Спиридоновпа Леонид Николаев вĕсене хăйсен ĕçĕсемпе-йышăнăвĕсемпе суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларса пыма сунчĕç. Пухăва çĕнĕ çынсем хушăннă май, пĕрмаях ĕçлекен комиссисен тытăмĕнче те улшăнусем пур – вĕсене те йышăнса çирĕплетрĕç.

Поселокра çĕнĕ шкул çĕклес тĕлĕшпе августăн 30–31-мĕшĕсенче кунта пурăнакансен пĕр пайĕ хушшинче ыйтăм ирттернĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 93,37 проценчĕ çĕнĕ шкул кирлипе, 74,84 проценчĕ унăн пулас вырăнĕпе килĕшеççĕ. Депутатсем халăх шухăшне шута илмеллине палăртрĕç.

Ларура Чăваш ен Патшалăх Канашĕн сĕнĕвĕпе пăхса тухнă тепĕр ыйту – вăхăт куçăмĕ пирки. Ку пуçару халăхран тухнă-мĕн – меллĕрех пултăр тесе Чăваш енре «çуллахи вăхăт» ăнлава кĕртесшĕн. Саккуна ырласа йышăнсан республикăра мартра вăхăта 1 сехет маларах куçармалла пулать, октябрьте – йăлана кĕнĕ вăхăта тавăрмалла. Ку ыйтупа та районти депутатсем майлă йышăну кăларчĕç.

Район Пухăвĕн ларăвĕнчи ытти ыйтусем хăш-пĕр учрежденисен ĕçченĕсен шалăвĕн тÿлевне йĕркелессинчи улшăнусемпе çыхăннă. Çавăн пекех депутатсем Вăрнарти обществăлла мунча тивĕçтерĕвĕсен тарифĕсене (пĕр сехет çурă çăвăнма – 200 тенкĕ) çирĕплетрĕç, сентябрĕн 9-мĕшĕнчи суйлава хатĕрленсе ирттерме тăкакланă укçа-тенкĕ пирки отчета итлесе йышăнчĕç, тĕрлĕрен наградăсем пама тăратнă ходатайствăсене пăхса тухрĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика