Куçа-куçăн калаçни тухăçлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2018, 09:29 Просмотров: 294

Çакна Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркипе иртекен тĕлпулусем аван çирĕплетеççĕ

Юнкун районта пилĕк информаци ушкăнĕ ĕçлерĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Раççей Пенси фончĕн Вăрнарти управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Иванов район администрацийĕнче район активĕпе, Кăмпал тата Чăрăшкас Хирлеп ял çыннисемпе тĕл пулчĕç.

Халăхра тĕрлĕ калаçу çуратнăран кун йĕркине çивĕч те кирлĕ ыйтусене кĕртнĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси саккунне улшăнусем кĕртессипе халăх умне тухса каланине пурнăçласа Чăваш ен законодательствине улшăнусем кĕртесси. Информушкăн представителĕсем ку саккун проекчĕн тĕп тĕллевĕ пенси тытăмĕн тăнăçлăхне малашлăхра та укçа-тенкĕ енчен çирĕплĕхпе тивĕçтересси пулнине палăртрĕç. Вăл хальхи тата пулас пенсионерсен тупăшне ÿстерес тĕллевлĕ. Сергей Павлов Президент саккуна кĕртме сĕннĕ çемçетÿллĕ самантсем çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ: хĕрарăмсен пенсие тухас ÿсĕмне 63 çултан 60-ччен чакарни, нумай ачаллă амăшĕсене пенсие иртерех тухма май паракан мерăсем, стаж, ял хуçалăх ĕçченĕсене хушса тÿлемелли мерăсем... Кун пирки тĕплĕнрех «Çĕнтерÿ çулĕн» 71-мĕш №-че (15.09.2018) вуласа пĕлме май пур.

Йăлари хытă каяшсен çĕнĕ тытăмĕ тата çÿп-çапа пуçтарса илсе тухас ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ пысăк. Çĕнĕ йышăну октябрĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнать. Ку енĕпе регионти оператора палăртнă ĕнтĕ, вăл – «Экоцентр» ТМЯО. Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсен адресĕсемпе тивĕçтерĕве пурнăçлас тĕлĕшпе килĕшÿсем тума хутсем яма тытăннă. Пĕрлехи хака палăртнă – пĕр кубла метршăн 442,22 тенкĕ. Çын пуçне уйăхсерен 74,77 тенкĕ тÿлеме тивĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çĕнĕ тытăм экологи хăрушсăрлăхне ырă витĕм кÿрессине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра ял çыннисем ăпăр-тапăра, кăмакара çунтарма май пур япаласене те çырмасене, вăрман хĕррисене тухса пăрахаççĕ. Çакă çутçанталăка мĕн тери сиен кÿнине халăх ăнланасшăнах мар – пластик савăтсем, батарейкăсем, ытти ăпăр-тапăр çĕре хытă наркăмăшлантараççĕ. Ку, паллах, çын сывлăхне те хавшатать. Пулас ăрусемшĕн хăрушă. Çĕнĕ тытăм çак ăссăрла çитменлĕхе пĕтерме пултарнине шанатпăр. Мĕншĕн тесен малашне ялта-хулара пурăнакан кашни çын йăлари хытă каяшсене илсе тухассишĕн тÿлеме тытăнĕ. Тÿлеврен пăрăнма никамăн та ирĕк çук.

Хутса ăшăтмалли тапхăрччен вăхăт нумай юлмарĕ. Районта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 100 проценчĕпех хатĕрлесе çитернĕ, вăл шутра 12 котельнăя, 2 ăшă пунктне, 18,95 км ăшă сечĕсене, 43,1 км шыв сечĕсене, 16,25 км канализаци сечĕсене, 982 км электричество сечĕсене, 43 трансформатор линине. Кăçал икĕ хурана тĕплĕ юсанă, 550 м çĕрĕшнĕ ăшă сетьне, 360 м шыв сетьне улăштарнă.

Çĕршывра телерадиовещани эфирĕн сечĕсене цифра технологийĕсем çине куçарасси вĕçленсе пырать. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен аналоглă телевещани ĕмĕрĕ пĕтет. Цифра сигналне йышăнма хатĕрленмен пулсан, çĕнĕ çултан федераллă телеканалсем вырăнне хура экран кăна пулĕ. Çавăнпа та информаци кунĕнче ял çыннисене ятарлă оборудовани туянма сĕнчĕç.

Федерацин тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртнĕ май, паян Чăваш ен çыннисем те цифра телевиденийĕн эфирне тÿлевсĕр пăхма пултараççĕ. Цифра телеканалĕсен пакетне халĕ пахалăхлă 10 программа кĕрет. Çулталăк вĕçнелле иккĕмĕш мультиплекс та ĕçлеме тытăнĕ – тепĕр 10 канал хушăнĕ.

Çĕнĕлĕхсене пуçа хывнипе пĕрлех Пĕрлехи информаци кунĕнче ял çыннисен хăйсене хумхантаракан ыйтусене те пама май пулчĕ. Кăмпалта пурăнакансем акă пĕве çывăхĕнчи çул япăхланнипе, пысăк груз турттаракан машинăсем кунтан тата ял тăрăх çÿренипе кăмăлсăр. Влаç представителĕсем ку ыйтăва çирĕп тимлĕхе илессине пĕлтерчĕç.

«Вăрнар – Элĕк» автомаршрут хупăнни пирки ыйту çĕклесен, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ун тĕлĕшпе республикăри Транспорт министерствипе темиçе калаçу та пулнине, çак вăхăтрах мар пулин те ыйту майлă татăлма пултарнине пĕлтерчĕ.

Тепĕр проблемăна та çăмăллатма пулăшрĕ вăл. Сутуçă чирленипе Кăмпал ял лавкки вăхăтлăха хупăннă. Леонид Николаев çынсен нушине ăнланса вырăнтах Калинино райпо Канашĕн председателĕ патне шăнкăравларĕ, эрнере икĕ хутчен автолавкка килме пултарнине çирĕплетрĕ.

Кăмпалсем çавăн пекех сĕт хакĕн, пушар хуралĕн машинине тытса тăрас ыйтусене те хускатрĕç.

Чăрăшкас-хирлепсен те çивĕч ыйту пур. Вĕсем ял варрипе иртекен автоçул хĕррипе тротуар тутарасшăн. «Кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара çÿреме ытла кансĕр, ачасен шкула трасса тăрăх утма тивет», – пăшăрханаççĕ вĕсем...

Светлана ЧИКМЯКОВА.        

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика