Хăрушлăха сирес тесен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2018, 11:37 Просмотров: 387

Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕнче сыснасен Африка чумин 31 «вучахне» тупса палăртнă.

Килти сыснасен 20, хир сыснисен 11 «вучахне» шута илнĕ. Ытларах Калининград, Мускав, Ленинград, Владимир, Новгород, Ростов облаçĕсенче чирлеççĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тата «Луч» хуçалăх III компартмента – вăтам хÿтлĕх шайлă хуçалăхсен шутне кĕреççĕ. Вăрнар районĕнче уйрăм хуçалăхсенче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 511 пуç сысна усраççĕ.

Африка чумипе пур ÿсĕмри сыснасем тата хир сыснисем чирлеççĕ. Вăл хăвăрт сарăлакан чир, чирлесен сыснасем 100% таран вилеççĕ. Вĕсен ÿт температури 40,5-410С таран ÿссе каять, вар-хырăмĕ пăсăлать, ÿчĕ çине хĕрлĕ пăнчăсем тухаççĕ.

Чирпе кĕрешекен вакцина шухăшласа кăларман-ха. АЧС вирусĕнчен сыхланас тесен йышăннă мерăсене туллин пурнăçламалла:

- пĕтĕм фермăна, килти хуçалăхсене «хупă» режим йĕрки çине куçармалла,

- сыснасене апат юлашкийĕ çитерме юрамасть,

- ветеринари справки пулсан çеç сысна çури туянма юрать,

- сыснасене яланах пăхса тăмалла, чирĕн пĕрремĕш паллисене сиссен выльăх тухтăрне пĕлтермелле,

- сыснасем усракан витесене дезинфекци туса тăмалла, яланах çителĕклĕ дезинфектант (биодез-экстра, каустическая сода, едкий натр) пулмалла,

– витесенче шăши евĕрлĕ чĕрчунсемпе, юн ĕмекен хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешмелле,

– тислĕке ятарлă вырăнта пуçтарса упрамалла,

– транспорта çумалли тата дезинфекци тумалли йĕркене пăхăнмалла,

– выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен гигиена, санитари хатĕрĕсем, ĕç тумĕ пулмалла,

- тискер чĕрчунсене тăрантаракан тата пусса тирпейлекен вырăнсене дезинфекци туса тăмалла.

Паянхи куна Вăрнарти ветеринари станцийĕ Африка чумин хăрушлăхне ăнлантарса паракан 863 хут валеçсе панă, сыснасен 26, хир сыснисен 12 пробине лабораторие янă. Вĕсенче АЧС вирусне тупман.

Тискер чĕрчунсем вилнĕ мĕнпур тĕслĕх пирки ветеринари станцине пĕлтерме, вилнĕ е сунар вăхăтĕнче тытнă хир сыснисен патологи материалĕсене сыснасен Африка чуми çине тĕрĕслеттерме ыйтаççĕ.

Вăрнарти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцире «вĕри телефон» ĕçлет, 2-50-48, 2-56-57 номерсемпе шăнкăравлама пулать.

Елена ВАСИЛЬЕВА,

выльăх чирĕсемпе кĕрешекен

районти станци пуçлăхĕн заместителĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика