Асăрхаттарма çăмăлрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2018, 11:38 Просмотров: 401

Обществăри йĕркесĕрлĕхпе киревсĕрлĕхе асăрхаттарассине, право пĕлĕвне халăхра сарассине массăллă информаци хатĕрĕсем пысăк тÿпе хываççĕ. Районта ку ĕç, тĕпрен илсен, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тата район администрацийĕн сайчĕн тивлечĕпе пурнăçланать.

Район хаçачĕ пирки уйрăммăн калас-тăк, кунта саккуна пăсакансене явап тыттарнă тĕслĕхсем пирки те, киревсĕр те ирсĕр ĕçсемпе хăтланакансене питлесе-хурласа та тĕрлĕрен материалсем кулленех пичетленеççĕ. Çакăнпа пĕрлех полици пайĕн, район прокуратурин, Çĕмĕрлери следстви пайĕн, ытти службăсен сотрудникĕсене те хаçат урлă район çыннисемпе «çыхăнма» май паратпăр. Юристсем те пулăшуллă-вĕрентÿллĕ канашсем параççĕ, çынсен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ, право йĕркине ăнлантараççĕ тата ытти те. Асăрхаттару ĕçĕ, чăнах та, пуренлĕ.

Çакна право йĕркине пăснине асăрхаттарассипе тимлекен комисси те уйрăммăн палăртрĕ. Ун черетлĕ ларăвĕнче шăпах районти массăллă информаци хатĕрĕсем преступноçе чакарма пулăшас тĕллевпе ирттернĕ ĕç пирки калаçрĕç. Информатизаци секторĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Анисимова кăçалхи 8 уйăхра администраци сайтĕнче, район хаçатĕнче ку енĕпе мĕн пурнăçланине пĕтĕмлетрĕ. Куллен çутатакан ыйтусен йышĕнче ачасемпе çамрăксене япăххинчен хÿтĕлесси, çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, коррупциллĕ пулăмсене, йăлари тата ытти киревсĕрлĕхсене асăрхаттарасси тĕп вырăнта пулнине пĕлтерчĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса тимлени профилактика витĕмне ÿстернине полицин «Вурнарский» пайĕн, район администрацийĕн вĕрентÿ тата культура пайĕсен, тĕп больницăн представителĕсем те тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.

Комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев преступленисен шучĕ пысăкланнă тăрăхсенче çакăн сăлтавне тишкерсе асăрхаттару ĕçне вăйлатмаллине каларĕ. Вырăнти профилактика канашĕсен ĕç-хĕлне сайтра-хаçатра туллинрех çутатма сĕнчĕ. «Саккуна хисеплемен тăрлавсăр çынсене ăнлантарма, тÿрĕ çул çине тăратма йывăр пулин те, профилактика ыйтăвĕсем пĕрмаях тимлĕхре пулмалла. Ĕçкĕçсене, пĕрре мар судпа айăпланнисене, ăнăçсăр çемьесене куçран вĕçертмесен чылай преступление асăрхаттарма май килетех», – терĕ вăл.

Тепĕр çемьесенче ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçĕ çинчен вуçех маннă, эрех ывăлĕ-хĕрĕнчен те хаклăрах. Вĕсенчи ачасене йывăрлăхра пĕччен хăварма юраманнине хытарсах каларĕ Леонид Николаев. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем енчен вĕсем уйрăм тĕрĕслевре пулмалла, терĕ.

Сăмах май, çула çитменнисен ĕçĕсемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе тимлекен комиссин сакăр уйăхри ĕçĕпе сектор заведующийĕ Мария Кроткова паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19 ачапа çамрăк тата 24 çемье шутра тăрать. Ларусенче административлă 111 ĕçе пăхса тухнă, вăл шутран 30-шĕ – çула çитменнисем, 79-шĕ – ашшĕ-амăшĕсем тĕлĕшпе. Профилактикăн мĕнпур субъекчĕсем хутшăннипе ăнăçсăр, социаллă йывăрлăхри çемьесенче кулленех тĕрĕслевсем иртеççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика