Кашнин тивĕçĕ – ĕçе тÿпе хывасси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2018, 11:38 Просмотров: 434

Ершепуçĕнче часавай анчахрах тума пуçланă. Тĕрĕссипе, никĕсне çеç янă. Пурине хăçан тата ăçтан илсе килессине палăртнă. Кăçал ăна хăпартса лартасшăн. Пархатарлă ĕçе ăнăçтарса пымашкăн Вăрнарти Александр протоиерея чĕннĕ. Вăл пулас кĕлĕ çурчĕн вырăнне сăвапларĕ тата ырă тĕллеве пурнăçлама пил пачĕ.

Унччен маларах пухăннисем умĕнче Ершепуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Максимов тухса каларĕ. Строительство ĕçне хастар хутшăнакансене ял администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕ Вячеслав Миронов Ершепуçĕнче часавай пулни кирек камшăн та кирлине палăртрĕ. «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Юрий Никифоров ĕнерхи чикĕ хуралçисен пархатарлă ĕçе активлă хутшăнса ят-сума ÿстермеллине каларĕ.

– Эпир – пурнăçра çирĕпленнĕ, хамăр вырăна тупнă çынсем. Пĕрлехи ĕçшĕн нимĕн те шеллемелле мар, – терĕ вăл.

Пулас кĕлĕ çурчĕ валли хăйсен ирĕкĕпе укçа-тенкĕ памаллине аса илтерчĕ. «Хĕçпăшаллă вăйсене – 100 çул» юбилей медальне темиçе çыннăн кăкăрĕ çине çакса ячĕ.

Иван Лебедевпа Аркадий Карпов ватăсем мĕнпур чăрмава сирсе тĕллев патне çитмешкĕн пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Офицерсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Николай Васильев «Раççей офицерĕсен союзне – 20 çул» юбилей медальне Леонид Васильева парса чысларĕ. Район депутачĕ, «Попутчик» общество ертÿçи Александр Петров ырă ĕçе тулли кăмăлпа хутшăннине, ÿлĕмрен те пулăшма шантарчĕ.

Мероприятире сăмах илекенсем татах та пулчĕç. Пĕрлехи ĕç кашнин таса тивĕçĕ пулнине асăнчĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика