Тухăç – чи лайăххи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2018, 11:39 Просмотров: 413

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов тунтикунсеренхи планеркăра тухса каланă тăрăх, пĕрчĕллĕ культурăсен вăтам тухăçĕпе вăрнарсем республикăра хальлĕхе пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ: гектартан 27,8 центнер илнĕ.

Малтанхи пĕтĕмлетÿсемпе Вăрнар районĕ тырпулăн пĕрлехи пухăмĕпе республикăра 3-мĕш вырăнта: 45 пин тонна.

Çывăх вăхăтра Вăрнарти аш-какай комбиначĕ кукурузăна тĕшĕлĕх вырма тытăнĕ. Ку тĕллевлĕ лаптăк 800 гектара сарăлнă. Силослăх кукуруза уйĕсем 425 га йышăнаççĕ. Хальлĕхе ăна аш-какай комбинатĕнче 3 пин тоннăна яхăн хывнă. Районĕпе кукуруза уйĕсем 1527 га йышăнаççĕ.

Хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» пухса илессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Хальлĕхе пĕтĕмĕшле лаптăкăн 87 процентĕнче ĕçе вĕçленĕ. Кăлармалли гектарсем «Семеновод» хуçалăхра пысăк – 40-е яхăн. Районĕпе çĕрулми тухăçĕ 186 центнерпа танлашать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кĕрхисен сыхлăхĕшĕн пăшăрханчĕ. Вĕсене 6 пин те 56 га акнă. Типĕ шăрăх тăнипе кăçал, шел те, нумай çĕртре вĕсем япăхрах аталанаççĕ. Çак çумăрсем калчасене усă кÿрес шанăç пур.

Ял хуçалăх ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ те çывхарса пырать. Кăçал ăна октябрĕн 26-мĕшĕнче паллă тума палăртаççĕ. «Унччен уй-хир ĕçĕсене вĕçлемелле», – палăртать район ертÿлĕхĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика