Купăста çиесси пулмарĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2018, 10:39 Просмотров: 405

Çуркунне çитсен лартрăм купăста, ир те каç шăвартăм эп ăна. Пăхнине кура ăнчĕ купăста.

Акă ĕнтĕ кĕркунне те çывхарчĕ. Кашни кунах иртен пуçласа каçчен анкарти тăрăх парада тухнă салтаксем пек утакан вăтăр икĕ сурăхпа такана хăвалатăп. Çитĕнсе çитнĕ, пуçĕсене çавăрнă купăстасене сурăхсемпе пайлас килмест манăн.

Пĕррехинче кĕçнерникун пахча-çимĕçе шăвартăм та канма пÿрте кĕтĕм. «Тух-ха, тух!»– кăшкăрать пускил кинĕ. Васкасах тухатăп анкартине. Ак, тамаша! Купăста тунисем кăна тăрса юлнă, унта та кунта çисе ярайман хĕрлĕ кăшманпа кишĕр йăваланса выртаççĕ. «Аплах ан хуçăл-ха, ман купăстана та пуçланă. Генăнне вара веçех çисе янă», – тет Лена.

Сурăхсем усракан çынсемпе тавлашни усси çук. «Карта тытăр», – тесе хуравлаççĕ.

Юнашар Мăньял Хапăс ялĕнче нимĕнле карта та çук. Вĕсен сурăхĕсем касура ĕнесемпе пĕрле çÿреççĕ, анкарти тăрăх ашкăнмаççĕ. Халăх кунта пĕр-пĕрне хисеплени курăнать. Мĕншĕн пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илес мар.

А.ВЕТРОВА.

Вăрманкас.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика