Шыçă чирĕнчен асăрханар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2018, 10:40 Просмотров: 377

Шыçă чирĕсем пуçланасси, чир иртнĕ хыççăн тепĕр хут палăрнă чухнехи пекех, çынран хăйĕнчен, вăл мĕнле апатланнинчен, ун йăлисенчен, ăна хупăрлакан хутлăхран килнине наука çирĕплетнĕ.

Хĕрарăмсене тухтăрсем рак пулассинчен асăрханма сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнеççĕ: хускануллă спорт тĕсĕсемпе, тĕслĕхрен, аэробикăпа, ташăпа, чупупа, туслашмалла. Эрнере спорта 7 сехет халаллани шыçăпа чирлеме пултарассине 25 процент таран чакарать. Çавăн пекех кулленех апат рационĕ çине тимлĕх уйăрмалла: вăл шайлашуллă тата сиплĕ пулмалла.

Арçынсен ар парĕсен ракĕ пулассинчен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла, тĕрĕс апатланмалла, рациона селен пур продуктсене кĕртмелле. Ар çыхăнăвне тăтăш кĕни арçын сывлăхне ырă витĕм кÿрет, анчах та тĕлли-паллисĕр мар – яланхи партнерпа.

Паллă ĕнтĕ, чĕлĕм туртни сывлăха япăх витĕм кÿрет. Телее, нумайăшĕ ку йăлана пăрахма вăй-хал çитерет. Чĕлĕм туртакансен çакна манма юрамасть: шыçă чирĕсемсĕр пуçне чĕре чирĕсем те аталанаççĕ. Ученăйсем ÿпке ракĕпе чирленисенчен 90 проценчĕ çак йăлапа туслашнисем пулнине çирĕплетсе панă. Ытти 10 проценчĕн урăх сăлтавсене – ламран лама куçнипе, хими препарачĕсемпе, хăшпĕр строительство материалĕсемпе ĕçлеме тивнипе, радиаци витĕмĕпе – пула шыçă аталанни паллă.

Манса ан кайăр, нумай чухне пирĕн сывлăх пирĕнтен хамăртан килет. Çынсен 66 проценчĕ шыçă пулассине хăй тĕллĕн чакарма пултарать. Сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла. Улшăнусем, тĕрлĕ симптомсем пулсан тухтăр патне кайма вăхăт тупмалла.

Раççейре 2013 çултанпа тÿлевсĕр диспансеризаци ирттереççĕ тата профилактикăлла медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма май пур. Диспансеризацие 21 çултан тухма тытăнмалла, кайран виçĕ çулта пĕр хутчен тĕрĕсленмелле. Унсăр пуçне 49–73 çулсенчи граждансен икĕ çулта пĕр хутчен каяша вăрттăн юн çине анализ памалла, 50–60 çулсенчи хĕрарăмсен маммографи тумалла. Кăкăр клеткисен органĕсен флюорографийĕ витĕр 15 çултан тытăнса кашни çул обязательнăй йĕркепе тухмалла.

Мария ДЕМЬЯНОВА,

район тĕп больницин медицина профилактикин фельдшерĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика