Суя – эппин, шанчăксăр тата хăрушă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2018, 10:40 Просмотров: 400

Чăваш Республикин промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕнче палăртнă тăрăх, тĕрлĕ сферăра контрафакт нумайланнă. Çакна Чăваш ен ШĔМ-ĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов çирĕплетнĕ. Раççейре «сулахай» продукци алкоголь рынокĕнче уйрăмах анлă сарăлнă – 40 % таран. Çăмăл промышленноçра – 35, апат-çимĕç рынокĕнче – 10 %...

Эрех тенĕрен, суррогатсемпе наркăмăшланса кăçал Чăваш енре те виçĕ çын вилнĕ. Контрафакта ютран нумай кÿреççĕ, анчах саккунсăр алкоголе хамăр патрах хатĕрленин тĕслĕхĕсем те пур. Сăмахран, кăçал 12 çынран тăракан ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Хăйсем маркăсем çыпăçтарсах кĕленчесене тултарнă эрехпе вĕсем лавккасене те тивĕçтернĕ. Çак ушкăнран 4,7 пин литр эрех, саккунсăр производство оборудованине туртса илнĕ. Пĕтĕмпе вара кăçал асăннă сферăра 98 преступление тăрă шыв çине кăларнă. Тата – административлă правăна пăснипе çыхăннă 615 ĕç. Çулталăк пуçланнăранпа саккунсăр 9 пин литр ытла алкоголь продукцийĕ туртса илнĕ.

Эмелсем енĕпе полици 26 тĕрĕслев ирттернĕ – пĕр преступление тупса палăртнă. Çăмăл промышленноçри паллă брендсем тĕлĕшпе суя продукци час-часах тĕл пулать. Компьютер программисем тĕлĕшпе автор прависене уяманни те пайтах.

Пирĕн предприятисен таварне копилекенсем те тупăнаççĕ. Сăмахран, «Гален» тĕслĕхĕ. Пĕр фирма унăн продукцине кăшт кăна улăштарса хатĕрлеме тытăннă. Анчах явап тыттарма май çук иккен – хайхи «пĕчĕк улшăну» чăрмантарать. Кунашкал тĕслĕхсенче предприятисем хăйсем тĕллĕн тĕрĕслĕх шырани вырăнсăр. Полицирен пулăшу ыйтсан тивĕçлĕ кăтарту пуласси шанчăклăрах.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика