«Çутçанталăк моторне» упрар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2018, 10:41 Просмотров: 386

Ирина ВАСИЛЬЕВА,

пĕтĕмĕшле практика врачĕн Санарпуçĕнчи уйрăмĕн врачĕ:

– Çыннăн организмĕнчи пур орган та пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ вара пурнăçа «тытса тăраççĕ» тесен те йăнăш мар. Калаçу пуç мимипе чĕре пирки пырать. Вĕсене пула эпир пурăнатпăр та.

Чĕрене «çутçанталăк моторĕ» теççĕ. Ăна упрас тесен мĕн тумалла;

Чĕлĕм сĕрĕмĕнчен пăрăнма тăрăшăр. Сăмах кунта сирĕнпе юнашар чĕлĕм туртаканăн сĕрĕмĕпе сывлани пирки пырать. Çакă харпăр хăй туртнинчен те хăрушăрах, уйрăмах чĕрешĕн.

Ытларах хускалăр. Ĕçлĕр, спортпа туслашăр, уçă сывлăшра ытларах уçăлса çÿрĕр, куллен ирхи зарядка тăвăр. «Хускални – пурнăç» тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Çакă ытлашши килограмсем пухăнассинчен тата чĕре-тымар чирĕсем аталанассинчен сыхлать.

Тĕрĕс апатланăр. Апата палăртнă режимпа, пĕр вăхăтра çимелле. Ытлашши çисе лартни сиенлĕ. Рацион тĕрлĕ енлĕ, тутлăхлă япаласемпе пуян пулмалла.

Кулленхи менюра чĕрĕ улма-çырла, çуллă мар аш, пăрçа йышши, хывăхлă апатсем, тинĕс пулли пулмалла. Услам çу, çăнăх тата пылак изделийĕсене, çуллă тата ăшаланă блюдăсене сахалрах çимелле. Тăвар калăпăшне чакармалла. Хура чей, кофене çăра туса ĕçни, алкоголь шĕвекĕсем сиенлĕ.

Кану тата ыйхă канлĕ пулмалла. 8–10 сехет çывăрмалла. 23 сехет çитиччен маларах çывăрма выртни аван. Май пулсан, кăнтăрла 40–60 минут çывăрса илни усăллă. Чĕрешĕн уçă сывлăшра канни аван.

Стреспа кĕрешĕр. Пĕтĕм чир нервсенчен пуçланать. Чĕре-тымар чирĕсемшĕн ку каларăш пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Енчен те сирĕн нерв тытăмĕ пăсăлнă пулсан, ÿсентăранран тунă лăплантаракан эмел ĕçмелле, аутотренинг тумалла, хăвăр шухăшсене контрольлемелле, ыррăн шухăшламалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика