Кĕретсĕр укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ ÿсет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2018, 10:41 Просмотров: 372

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш енре «Мир» наци тÿлев системин 280 пин енне карттине хатĕрлесе панă. Çакăн çинчен РФ Тĕп банкĕн Атăл-Вятка управленийĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтерет.

Январь–июнь уйăхĕсенче ку карттăсемпе усă курса 10 миллион енне операци ирттернĕ, пĕлтĕрхинчен 81 хут ытларах. Туянакансем те таваршăн «Мир» карттăсемпех 7 миллион хут енне тÿленĕ.

Банк пĕлтернĕ тăрăх, бюджет сферин ĕçченĕсен шалăвĕ те, патшалăх стипендине илекен студентсен укçи те июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕтĕмпех «Мир» карттăсем çине килеççĕ. Вĕсем çине республикăри патшалăх тата муниципаллă учрежденисен мĕнпур сотрудникĕсем куçнă.

Сăмах май, пĕтĕм Раççейри кăтартусем тăрăх, шалăвĕ картта çине куçакан клиентсем укçана алла илни халĕ самаях чакни палăрать. Çынсем тÿлевсене карттăпах пурнăçлани ÿсет. Счет хуçисем Интернет тата мобильлĕ банксемпе те ытларах та ытларах усă кураççĕ. Икĕ çул хушшинче вĕсен хисепĕ 39,5-рен 59,7 процента çити пысăкланнă. Апла пулсан çынсен финанс пĕлĕвĕ анлăланать, нумайăшĕ карттăпа тÿлеме меллĕрех те хăрушсăртарах пулнине ăнланса илчĕç, теççĕ банк ĕçченĕсем. Картта хуçисене паракан çăмăллăхсем те (кешбэк, тавар туяннăшăн баллсем пани тата ытти те) клиентсемшĕн илĕртÿллĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика