Ăшă сăмахпа хавхалантарчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2018, 10:43 Просмотров: 564

Медицина тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем район тĕп больницин акт залне пуçтарăнчĕç. Николай Тинюков тĕп врач ватăсене уявпа саламларĕ, кăçалхи çул мĕнле ĕçсем туса ирттернине каларĕ, умри тĕллевсене уçса пачĕ. Кĕçех Вăрнар районĕн тĕп больници 90 çул тултармалла. Çавна май хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Терапи уйрăмĕ юсавра çĕнелет.

Тĕп врачăн çумĕ Надежда Николаева, Петр Михайлов врач, Калинино больницинче тĕп врачра ĕçленĕ Зоя Александрова, терапевтра тимленĕ Мария Мокеева ăшă сăмахсем каларĕç.

Ватăсем пĕр-пĕринпе калаçса чунĕсене уçрĕç. Тутлă апат-çимĕçпе сăйланчĕç.

Нина ПАРАМОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика