ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Тивĕçлĕ ĕçшĕн – ĕмĕрлĕх ырă ят

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2018 10:44 Просмотров: 63

Нумайăшĕ ăна хăйĕн профессине чунтан юратакан, ăслă, анлă тавракурăмлă педагог пек пĕлет. Шăпах çакăн пеккисем пирки «Турă панă учитель» теççĕ ĕнтĕ. Сăмахăм Вăрнарта пурăнакан вĕрентÿ тытăмĕн ветеранĕ Анфиса Васильевна Васильева пирки.

Пултаруллă педагог Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ Авруйĕнче иртнĕ. Çемйи ку тăрăха куçнăшăн Анфиса Васильевна шăпана çав тери тав тăвать. Çăмăл мар пурнăçпа ÿснĕ пулин те.

Ашшĕне, Василий Федорович Федорова, лайăхах астумасть вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра Анфиса Васильевна тăваттăра çеç пулнă. Ашшĕ хаяр вăрçăн малтанхи кунĕсенчех паттăрла пуçне хунă. Амăшĕ, Перасковья Федоровна Алексеева, алăри виçĕ пĕчĕк хĕрĕпе юлнă. Анфиса Васильевна – вăтамми.

Пурнăç лавне пĕчченех туртнă пулин те, амăшĕ ачисене çынран катăк çÿретмен, вĕрентес тесе тăрăшнă. Анфиса Васильевнан хăйĕн те пĕлÿллĕ çын пулас килнĕ. «Авруй ачисем вĕренес енĕпе питĕ тăрăшуллăччĕ. Çавăнпа та манăн та намăс курас килместчĕ. Лабиновсем маттурччĕ. Эпир аслисенчен тĕслĕх илсе пынă», – аса илчĕ ветеран.

9 класс Кÿстÿмĕр шкулĕнче вĕреннĕ. Вăтам шкула – Уравăшра. «Юр лариччен, ирĕлсен кашни кун тенĕ пекех киле çÿренĕ. Хĕллехи вăхăтра Уравăшра хваттерсенче пурăнаттăмăр. Капăр тăхăнман, тутлăхлă çимен пулин те, тĕп тивĕç – вĕренесси пирки манман», – тет вăл.

Алла аттестат илсен Канашри педучилищĕре кĕçĕн классен учительне вĕренсе тухнă. Малтанлăха Туçи Çармăс шкулĕнче вăй хунă. Икĕ çултан пĕччен амăшне пулăшас тесе Авруйне таврăннă, кунти пуçламăш шкул ертÿçинче ĕçлеме тытăннă. Анчах та ялтан çынсем ытларах та ытларах тухса кайнипе шкула хупнă. Анфиса Васильевнана Ершепуçĕнчи пуçламăш шкула куçарнă. Кунта вĕрентнĕ ултă çулхи тапхăрта Турă çырни те тупăннă. Пулас мăшăрĕ – Йĕпреçрен, çавна май туй вылянă хыççăн унта куçнă.

Кÿршĕлле районта та ырă ята хăвăртах çĕнсе илнĕ Анфиса Васильевна, ачасемпе хавхаланса ĕçленĕ. Анчах та çамрăк çемьене пысăк инкек килсе çапнă. Мăшăрĕ, Григорий Степанович, мотоциклпа аварине лексе вилнĕ. Çакăн хыççăн çамрăк учительница Йĕпреçре юлма пултарайман, пĕлĕшĕсем ăна Патăрьелне чĕнсе илнĕ. Пуçĕпе ĕçе путнă Анфиса Васильевна, виçĕ çул епле иртнине те сисмен.

Амăшĕ хĕрне тăтăшах тăван тăрăха таврăнма тилмĕрнĕ. Хĕрхеннĕ ăна Анфиса Васильевна. Ĕçĕ çывăхра мар тупăннă пулин те тиркесе тăман – Кăмашри шкулта тата тепĕр виçĕ çул стаж хушăннă. Çак тапхăрта вăл Вăрнарта пÿрт туяннă. Телее, юнашар Упнерти шкулта кĕçĕн классен учителĕ кирлĕ пулнă. Кунта тĕпленнĕ тесен те йăнăш пулмĕ – ку тăрăхри ачасенче пуçламăш пĕлÿ никĕсне 33 çул тăршшĕ хывнă. Чунне парса тăрăшнă вăл. Хăйне ачаллă пулма пÿрмен телее шкулта тупнă – вун-вун ачашăн вăл тăван амăшĕ вырăннех пулса тăнă. Çавăнпах та коллективра та, ашшĕ-амăшĕ хушшинче те пысăк хисепре пулнă вăл. Мăшăрĕн ятне упранă, урăх çемьеленмен.

«Ачасене çав тери юрататтăмччĕ. Вĕсем тунсăхлама памастчĕç. Коллектив та туслă пулнă – пĕр-пĕрне тĕрев парсах тăнă. Директор – Геннадий Макарович Филиппов питĕ ăслăччĕ, шкулшăн нумай тăрăшрĕ», – калаçу çăмхине сÿтрĕ Анфиса Васильевна.

Упнерте мĕн шкул хупăничченех, 2006 çулччен, вăй хунă. Çулсем иртсе пыраççĕ пулин те, хăй вĕрентнĕ ачасемпе (вĕсен йышĕнче аслă пĕлÿллĕ, пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнакансем речĕпех), ашшĕ-амăшĕпе туслă çыхăну татăлмасть. Анфиса Васильевнана хăйне саламлама манмаççĕ çеç мар, юбилейсене, уявсене час-часах чĕнеççĕ.

«Тунтикун Ватăсен уявĕнче чыслăн пăхрĕç. Эрнекун районти культура çуртĕнче паллă тăвакан Учитель кунне чĕнчĕç – çав тери кайса курас килет», – хавасланса пĕлтерчĕ Анфиса Васильевна.  

Çамрăкрах чухне ал ĕçĕпе аппаланма та вăхăт тупнă: çыхнă, тĕрленĕ, хитре чĕнтĕрсемпе тĕлĕнтернĕ. Халĕ кĕнекесем вулать. «Çĕнтерÿ çулĕпе» те туслă – пурнăçран юласшăн мар, хыпарсене пĕлсех тăрасшăн.

– Çамрăк чухне ывăннине те туйман, чирлеме те вăхăт пулман. Халь ав çичĕ хутчен операци сĕтелĕ çине выртма тиврĕ. Апла пулин те пурнăç хавалĕ сÿнмен-ха, кашни çутă кунпа савăнса пурăнатăп, пурне те çапла сунатăп! – терĕ вăл кăмăллăн.

Анфиса Васильевна Васильеван пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çул ытла. Кирек хăш шкулта вăй хунă пулин те ырăлăхпа, пултарулăхпа, ĕçе пĕлнипе тата юратнипе кăна палăрнă вăл. Çавăнпах Хисеп хучĕсене те чылай тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ