ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.10.2018 10:44 Просмотров: 87

Официаллă майпа ĕçлени работникăн социаллă хÿтлĕхне тивĕçтерет. Çав вăхăтрах урăхла майлă ĕç хутшăнăвĕсем ĕçлекенсемшĕн пысăк хăрушлăх кăлараççĕ, сăмахран, тĕрлĕрен страхлав тĕслĕхĕсем тухсан.

Çамрăк та сывă сотрудника, паллах, хăй ĕçĕшĕн мĕн чухлĕ укçа илесси ытларах кăсăклантарать. Пенси вара таçта аякра, тивĕçлĕ кану çывхариччен вăхăт питĕ нумай пек туйăнать. Вăл шалу «шурă» е «конвертпа» пулни çинчен мар, ăна вăхăтра тÿлеччĕр тесе пăшăрханать. Шухăша яракан ыйтусем вара декрет отпускне кайнă, инвалидноç илнĕ, ватлăхпа е сывлăх енĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă, штата кĕскетнĕ пирки ĕçрен хăтарнă чухне «çуралаççĕ».

Вăрттăн шалу илекен çын ĕçсĕрлĕх пособине тивĕçме те, кредит илес тенĕ чухне те хăйĕн тупăшĕн чăн виçине официаллă майпа çирĕплетеймест.

Кунашкал работниксен саккунсăр майпа ĕçрен хăтарассинчен те хÿтĕлев çук, ĕç (страхлав) стажне те пухаймаççĕ, вĕсене хăрушсăр ĕç условийĕсене тата кану прависене те никам та шантармасть. Çавăн пекех чире пула е ача кĕтнĕрен вăхăтлăх ĕçлейменнипе, ача пăхнипе тивекен пособие илессипе те чылай йывăрлăх сиксе тухма пултарать.

Шутласан, вăрттăн ĕçлекене нумай чухне пысăк шалу тÿлеççĕ. Ку укçаран налуксем, социаллă страхлав фончĕсене тÿлевсем хывманран ĕçлекен кĕсйинче укçа нумайрах юлать теме пулать. Анчах «конвертри» шалун япăх енĕсем пурпĕрех ытларах. Ĕç паракан работникăн саккунлă интересĕсене мĕнле те пулин майпа хĕстерет-тĕк, вăл хăйĕн прависене ниепле те хÿтĕлеймест. Кайран ÿкĕнес мар тесен ĕç хутшăнăвĕсене яланах саккунпа килĕшÿллĕн çирĕплетмелле. Ĕç укçине чи пĕчĕк виçерен сахалрах е «конвертсенче» тÿленĕ, ĕç килĕшĕвĕсем туман тĕслĕхсем пирки федераллă налук службин районсем хушшинчи 3-мĕш инспекцине 8(83537)2-74-07 номерпе пĕлтерме сĕнетпĕр.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ