Вăрнара тасарах курасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2018, 11:04 Просмотров: 507

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн общежитийĕнче йĕркеленнĕ «Вместе ВОТ!» волонтер ушкăнĕ «Эпир аякра тăрасшăн мар, эпир çĕр çинчи йĕркелĕхшĕн» девизпа чыслăн ĕçлесе пыраççĕ.

Вĕсен ĕçĕ, тĕпрен илсен, поселок территорине çÿп-çапран тасатассипе çыхăннă. Ертÿçисем – Людмила Венедиктовна Корнилова тата Вероника Валентиновна Дмитриева ертсе пынипе волонтерсем нумаях пулмасть «Мила-3» лавккаран тата районти тĕп библиотекăран тытăнса техникум общежитийĕ таран урамсене, Асăну аллейине çÿп-çапран тасатнă. Çавăн пекех юлташлăх масарне тирпейлĕх кĕртнĕ.

Техникум волонтерĕсем çавăн пекех çынсем хушшинче ыйтăм ирттернĕ. Поселокри экологи лару-тăрăвне нумайăшĕ япăхпа хакланă. Çамрăксем «Подслушано Вурнары» интернет-ушкăнра та ку енĕпе онлайн-ыйтăм уçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика