Урам «ачисем» е Мĕншĕн çынсен хĕрхенÿ туйăмĕ çук?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2018, 09:38 Просмотров: 488

Урама тухнă-тухман сивĕ, типĕ ирхи сывлăшра аякка кайса илтĕнекен макăракан сасă чĕрене çурма тытăнчĕ. Ача сасси пекех.

Чăннипех те ача. Выçăскер, имшерскер, шăнса кÿтнипе çынсенче хÿтлĕх шыраса, юлашки вăйне пухнăн вĕсем хыççăн аран чупать. Пурте васкаççĕ, пĕчĕкскерне хĕрхенеççĕ пулин те çÿлтен пăхса илнипе кăна çырлахаççĕ.

Пĕчĕкскерсене урама кăларса ывăтма юриех сивĕсене кĕтнĕ тейĕн. Малалла утнăçемĕн «Шанс» пасар çумĕнчи çул хĕррипе тата тăватă ача макăрать. Ахăртнех, виççĕшĕ пĕр амăшĕн – тĕсĕпе, ÿсĕмĕпе пĕр çÿллĕш. Иккĕшĕ кăшт та пулин ăшăнас тесе пĕр-пĕрин çумне тĕршĕннĕ, ача ачах ĕнтĕ – тепри вăйсăр лаппипе тĕкпе выляма хăтланать...

Урам ачисем. Нишлĕ, чирлĕ, выçă пурнăç пÿрнисем. Шăпа çырнипе мар, çын чунсăрлăхне пула нуша тÿсекенсем. Чĕлхесĕрскерсем, хăйсен йывăр хуйхине калама пĕлейменнисем.

Çын ачи мар вĕт, çăмламас тĕкĕ ăшăтать, выльăх вăл, тейĕ нумайăшĕ. Анчах та урамри пурнăçа шухăшра кашни хăйне лартса ÿкерсе пăхтăр-ха. Выçăлла миçе сехет чăтаяйĕ-ши çын? Тавлашма та кирлĕ мар – тумтирпе те çын сивĕре вăрах çÿремесĕр те шăнса хытать. Асли те кăшкăрма улама тытăнĕ. Хамăр ачасене ку ирсĕр лару-тăрăва лартса пăхма чун та, вăй та çитмест.

Чăн та, çанталăк шăнтнă май Вăрнар урамĕсенче, уйрăмах автобуссем чарăннă вырăнсенчи территорисенче килсĕр кушак çурисем нумайлансах кайрĕç. Ахăртнех, хĕл çитнĕ май хуçисем çăмламас ачасене килĕсене кĕртесшĕн мар. Вĕсене пăхас, вĕсемпе ĕçлес килмест. Хăтăлмалли мелĕ ансат-çке – миххе чикнĕ те Вăрнара килсе янă. Çурасем шăнса, выçса, йытăсем тулланипе вилесси вĕсене пачах та кулянтармасть. Тепĕр тесен, çапла хăтланаканăн чунĕ пачах та çук пулĕ. Хăйне урок вырăнне ют çĕре пĕр кунлăха та пулин кайса ярасчĕ. Тен, чурăс чунĕ кăшт та пулин çемçелĕ.

Паллах, ырă чунлисене пула хăшĕ-пĕри ырă алла лекĕ. Теприсем килсĕр-хуçасăр йытă-кушаксене тăрантаракансен тĕлне пулĕç. Шел те, кунашкал ырă чунлисене курайманнисем, усал сăмах каласа хăртакансем темĕн чухлех. Виççĕмĕшсен шăпи чуна çурать, вĕсен асапне сăмахпа çырса пама çук.

Мĕншĕн çапла ытла та чурăс чунлă пулса кайрĕ-ха халăх? Ют хуласенчен килекенсем çакнашкал пулăмран тĕлĕннине пĕрре мар курнă, вĕсем патĕнче килсĕр чĕрчунсем урамсем тăрăх çапкаланса çÿремеççĕ иккен. Çакă халăхăн культура, чунлăх шайне кăтартать мар-и?  

Çурасене усрас килмесен мĕншĕн малтанах шутлас мар. Ваттисем вĕсене куçĕ уçăлнă хыççăн вилĕм аллине пани çылăха вуникĕ хут ÿстернине авалтан каланă. Тепĕр тесен, халĕ ветеринари те хытă аталаннă, кушаксене стерилизацилеме те, вĕсем пĕтĕленессинчен хăтăлма аптекăра эмел те туянма пулать. Анчах та çÿлерех каланă пек нишлĕ хăтланас марччĕ. 

Урама кăларса янă çурасем епле асапланнине вĕсен хуçине хăйне кăтартасчĕ,  пулăшу шыраса еплерех чуна пырса тивмелле макăрнине итлеттересчĕ. Шухăшлатăрччĕ, урам пурнăçĕ никамшăн та, нимшĕн те пылак мар...

Вулакан мĕн шутлать-ши? Вĕсен шухăшне те пĕлес килет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика