Аталану упаленнипе те çыхăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2018, 08:52 Просмотров: 283

Тухтăрсем палăртнă тăрăх, вăхăтĕнче упаленмен ачасен пуç мими килĕшÿллĕ ĕçлемест: çур пайĕ «вăранать», çурри – çук.

«Хăçан утма пуçлăн-ши?» – тарăхать амăшĕ упаленекен ачи çине пăхса. «Манăн вара пачах упаленмен, тăхăр уйăхра ури çине тăчĕ те часах утса кайрĕ», – мухтанать тепĕр амăшĕ.

Çапла, малтанлăха ку савăнтарать. Анчах темиçе çултан ура çине тÿрех тăнă ача тавралăхра çухалса кайни, сулахайпа сылтăма пăтраштарни, саспаллисене кутăн çырни палăрма пуçлать. Ашшĕ-амăшĕ çак пулăма упаленнипе çыхăнтармасть, паллах. Мĕншĕн кун пек-ши тесе тĕлĕнет.

Тĕрĕссипе вара ача упаленме пĕлнипе малалла аталанни хушшинче тÿрĕ çыхăну пур. Пепке çут тĕнчене килсенех унăн пуç мимин кашни çуррийĕ хăй тĕллĕн, тепри пуррине асăрхаман пек, ĕçлет. Çавăнпа тин çуралнă ачан хусканăвĕсем тĕлли-паллисĕр. Вăхăт иртсе пынă май вара пуç мимин çурчăмăрĕсем хушшинче мимен тĕрлĕ пайĕсене çыхăнтаракан нерв чĕлкемĕсенчен тăракан хăйне евĕр «кĕпер» йĕркеленет.

Ача упаленнĕ чухне унăн ал-ури синхронлă ĕçлет: сулахай аллипе пĕр вăхăтра – сылтăм урине, сылтăм аллипе пĕр вăхăтра сулахай урине хускатать. Апла-тăк, пуç мимин çурчăмăрĕсем ялан хутшăнаççĕ, пĕри активлă чухне тепри ăна пулăшать. Пачах упаленмен ачасен вара пуç мими килĕшÿллĕ ĕçлеменни час-часах тĕл пулать.

Хăш чухне упаленмен ачасем питĕ мăран ÿсеççĕ, вĕсене кашни хусканăва тăвас умĕн шухăшлама вăхăт кирлĕ тейĕн. Теприсем пачах урăхла – гиперактивлă. Анчах вĕсен хусканăвĕсем тĕлли-паллисĕр, ялан мĕн те пулин ÿкереççĕ, ăçта та пулин пырса çапăнаççĕ. Икĕ тĕслĕхре те ачасемшĕн кăткăс хусканусем тăвасси (чупасси, ăçта та пулин хăпарса каясси, мечĕкпе вылясси, велосипедпа ярăнасси, ытти) питĕ йывăр.

Тепĕр енчен, упаленнĕ вăхăтра ача хăйĕн аллисем çине пăхать, ку вара вуланă тата ÿкернĕ чухне кирлĕ – çывăхран курассине лайăхлатать. Пÿрнисемпе, ывăç тупанĕсемпе урайне перĕнни ачан калаçу, çырулăх ăсталăхĕ йĕркелес тĕлĕшпе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вĕтĕ моторикине аталанма пулăшать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика