Ыйту нумай-ха...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2018, 13:41 Просмотров: 336

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш енре коммуналлă хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ системи ĕçлеме пуçларĕ. Регионта палăртнă оператор – «Экоцентр» ТМЯО. Çĕнĕ система тавра халăхăн ыйту нумай-ха. Чи тăтăш хускатаканнисем, çынсене хумхантараканнисем тĕлĕшпе Чăваш ен Строительство министерстви хуравсем хатĕрленĕ.

«Иккĕлле» квитанцисем тĕлĕшпе ыйту нумай – çын пропискăра пĕр адреспа тăрать, хăй вара урăх çĕрте пурăнать. Е унăн харпăрлăхра пурăнмалли икĕ объект: сăмахран, хулара – хваттер, ялта – çурт. Яла хăй çулла кăна килсе çÿрет.

– ТКО-шăн тÿлес йĕркене çирĕп палăртнă. Енчен те çын пропискăра хваттерте тăрать пулсан, счета ку адреспа тăратаççĕ. Енчен те унăн урăх харпăрлăх пулсан, анчах унта пропискăра никам та тăмасан, счета харпăрлăхçăсен шутне кура тăратаççĕ. Çÿп-çапшăн çын ăçта пурăнать, çавăнтишĕн тÿлемелле. Енчен те вăл пропискăри адреспа пурăнмасть пулсан, унăн регионти оператор патне заявлени çырмалла. Çакна кашни ултă уйăхра документсемпе çирĕплетмелле. Пĕр çынран икĕ хут тÿлев илме юрамасть.

Çын палăртнă адреспа пурăнни е пурăнманни пирки вырăнти администрацирен е управляющи организацийĕнчен çирĕплетÿллĕ справка илмелле, ку документа «Экоцентр» офисне тăратмалла (адресĕ: Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 19-мĕш çурт, 11-мĕш корпус, 2-мĕш пÿлĕм. Тел.: 8(8352) 59-00-12, 70-92-27, факс 62-33-77) е электронлă почтăпа ямалла: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript..

Çынсем унта шăнкăравласа çитейменнине пĕлтереççĕ. Чăн та, квитанцисем тăратнă хыççăн шăнкăравсем питĕ нумай. Çавăнпа та операторсен шутне ÿстерме палăртнă.

Сăмах май, хăшпĕр районсенче регионти операторсен уполномоченнăй представителĕсем пур: Улатăр, Пăрачкав, Йĕпреç, Вăрмар, Тăвай, Куславкка, Çĕрпÿ, Красноармейски, Елчĕк, Канаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш тата Элĕк районĕсенче.

Çакна та палăртмалла, куçăм тапхăрĕнче – 3 уйăхран тытăнса 6 уйăх таранччен – пени пухăнмасть.

Çынсем çÿп-çап контейнерĕсене лартманнипе, анчах та квитанцисене тăратнипе кăмăлсăр...

– ТКО пухма контейнер площадкисем йĕркелесси – вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тивĕçĕ. Халĕ, куçăм тапхăрĕнче, контейнерсем вырнаçтарман çĕрте ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене çÿп-çапа михĕсемпе пухассине йĕркелеме сĕннĕ.

Хăшпĕр ялсенче хальхи вăхăтра çÿп-çап пухмалли вырăнсене палăртассипе ĕçлеççĕ. Коммуналлă хытă каяшсене илсе тухассипе график хатĕрлеççĕ. Урăхла каласан, çынсем çÿп-çапа палăртнă вырăнта купалаççĕ, ăна графикпа килĕшÿллĕн илсе тухаççĕ. Çакна та палăртмалла, контейнерсем çук пулин те пухăннă çÿп-çапа михĕсемпе тиесе тухни тивĕçтерÿ пани шутланать.

Контейнер площадкисене илес пулсан, вĕсене çитес çул йĕркене кĕртсе çитермелле. Халĕ кашни районтах миçе контейнер кирлине, ăна хăш вырăна лартмаллине тишкереççĕ. Ку тĕллевпе регион тата вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăрассине Правительство шайĕнче пăхса тухасшăн.

Тишкерÿ регион операторĕсем тытнă перевозчиксем пур ял поселенине те кĕменнине кăтартрĕ. Ку тĕслĕхсемпе канашлусем пĕрре мар ирттернĕ хыççăн çакăн пек йышăну тунă: ТКО-на турттарса тухассипе тивĕçтерÿ кÿмен çĕрте ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем акт çыраççĕ, ун тăрăх çынсене тÿлеве çĕнĕрен шутласа параççĕ. Енчен те квитанцие тÿлеме ĕлкĕрнĕ пулсан, пăшăрханма кирлĕ мар: хывăм тепĕр уйăха куçĕ.

«Ялта çÿп-çап сахалрах: апат-çимĕç юлашкийĕсене выльăха çитереççĕ е навуса хываççĕ. Туратсене, хута çунтараççĕ. Пластик кăна юлать, вăл та уйăхра пĕр михĕ те пуçтарăнмасть...»

– Коммуналлă хытă каяшсен пухăмĕн нормативне Чăваш ен Строительство министерстви 2017 çулхи ноябрьте çирĕплетнĕ.

Паллах, çÿп-çапăн пĕр пайне ял çыннисем хăйсемех пĕтереççĕ. Анчах та чăнлăх регионти оператор ĕçлекен ялсенче хытă каяшсен калăпăшĕ ÿссех пынине кăтартать. Эппин, ялсенче çÿп-çап сахал мар. Вĕсен таврашне пăхсан та калама пулать – çырмасем, посадкăсем, пĕве хĕррисем çÿп-çаппа тулса ларнă. Хăшпĕр каяша, сăмахран, пластика çунтарни экологие пысăк сиен кÿрет.

Малашлăхра çÿп-çапа уйăрса пуçтарассине те ĕçе кĕртĕç. Регионти операторăн тĕп тĕллевĕ – Чăваш енри мĕнпур 1740 ял-хуларан коммуналлă хытă каяшсене илсе тухасси.

Чăваш енри норматив – Атăл тăрăхĕнчи округра чи пĕчĕкки. Пĕрпеклĕхе йĕркелес тĕллевпе хулара та, ялта та çын пуçне пĕрешкел норматив йышăннă – 2,02 кубла метр (çулталăкне 215,84 кг). Тÿлеве те пĕр пек палăртнă – çын пуçне 74,44 тенкĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика