Чекистсен уявĕ ячĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2018, 09:25 Просмотров: 329

Раççей Федерацийĕн Федераллă хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ветеранĕсен Канашĕн хаçачĕн çĕнĕ, улттăмĕш номерĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна Хăрушсăрлăх органĕсен работникĕн кунне (декабрĕн 20-мĕшĕ) халалланă.

Номерте службăра палăрнă тата обществăлла ĕçе хастар хутшăннă ветерансем çинчен очерксем пичетленнĕ. Сăмахран, кăçал 70 çул тултарнă Иван Хрисанов полковник ертсе пынă оперативлă пай хăй вăхăтĕнче Совет Союзĕнчи çавнашкал подразделенисем хушшинче тăваттăмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Правительство çыхăнăвĕшĕн яваплă пулнă Геннадий Краснов майора юлташĕсем 80 çул тултарнă ятпа саламланă. Сергей Миронов майор вара Афганистанра çапăçнă хыççăн Алма-Атари погранучилищĕре вĕреннĕ, курсантсем ăна комсомолăн 20-мĕш съездне (1987 çул) хутшăнма делегата суйланă. Çĕршывăн Патшалăх хăрушсăрлăх комитечĕн председателĕ В.М.Чебриков тата Чикĕ çарĕсен начальникĕ В.А.Матросов ăна тÿрех икĕ награда парса чысланă. Хаçатра делегатсен ушкăнĕн сăнÿкерчĕкĕ пичетленнĕ. Сăмах май, училищĕре çав вăхăтра вăрнарсен паллă ентешĕ, Афган вăрçи витĕр тухнă Владимир Петрович Тихонов полковник вĕрентнĕ.

Тепĕр статья геройĕ – Кутузов подполковник, ăна вăрнарсем Çĕмĕрлере КГБ уйрăмĕн начальникĕ пулнă май лайăх астăваççĕ. Валериан Гермогенович республикăра ту туризмне пуçарса яракансенчен пĕри. Вăл – Эверест тăвне парăнтарса çĕршывĕпе чапа тухнă Владимир Михайлович Башкировăн тата Эльбрус, Памир тăвĕсем çине темиçе хутчен хăпарнă, Мачамăшра çуралнă Владимир Ильич Прокопьев спорт мастерĕн пĕрремĕш тренерĕ. Чекистсен физкультурăпа спорт ертÿçи пулнă Геннадий Карсаков каланă тăрăх, Кутузов тăрăшнипе вырăнти КГБ сотрудникĕсем «Динамо» обществăн Уралпа Атăлçи командисем хушшинче яланах малти ретре шутланнă, ориентировщиксен спорт эстафетисенче çĕнтерсе пĕрремĕш вырăн йышăннă Альберт Долгова, Геннадий Тихонова, Валерий Кошкина (вăл – Хăмăшран) тата Евгений Ерусланова Ю.В.Андропов приказĕпе тав тунă. «Карттăпа тата компаспа çÿреме хăнăхни мана Афган тăвĕсем çинче чылай пулăшрĕ», – аса илет Владимир Тазенов майор.  

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 30 çул çитес умĕн çав вăрçа хутшăннă чекистсен асаилĕвĕсене пысăк вырăн панă. Авторĕсем – С.К.Воронов генерал-лейтенант, П.К.Купринпа В.И.Спиридонов полковниксем, В.А.Лукиановпа С.И.Павлов (амăшĕ – Авруйран) подполковниксем, С.А. Анисимов, Я.В.Герасимов, В.А.Тазенов майорсем.

Çарпа патриотизмла воспитани парас, республикăра кадетсен юхăмне аталантарас ĕçре палăрнă офицерсемпе шкул ĕçченĕсем ФСБ ветеранĕсен Канашĕн Хисеп хучĕсене тата кăкăр çине çакмалли медалĕсене илме тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче – Калинино вăтам шкул директорĕ Т.П.Ефимова тата Байконур ветеранĕ, чăваш офицерĕсен Мускаври «Сыны Отечества» юлташлăхĕн хастарĕ Э.В.Васильев полковник.

Шупашкарта кадетсен корпусне тата Павел Зимин генерал-майорпа Мария Каширская актрисăн Асăну хăмине уçнă çĕре, тĕп хулари хоккеистсен тĕлпулăвне, «Хăмăш ялĕ ĕмĕрех чĕрере» ятлă документлă фильм презентацине чекистсем те хутшăннă. Вĕсем кăçал Саранскри, Йошкар-Олари ĕçтешĕсем патне çитсе курнă.

Чăваш чекисчĕсен хаçатне ытти регионсенчи ФСБ ветеранĕсем те хапăл туса вулаççĕ. Унăн тĕп редакторĕ – Раççей Федерацийĕн журналистсен Союзĕн членĕ Валерий Кошкин полковник.

Вячеслав МАРТЫНОВ,

отставкăри полковник, тĕп редакторăн çумĕ.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика