Футбол: вăрнарсем – 2-мĕш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.12.2018, 09:25 Просмотров: 342

Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕн воспитанникĕсем мини-футбол енĕпе çитĕнÿ тунă – Канашра иртнĕ республика турнирĕнче палăрнă.

Тăхăр çулхи футболистсем хушшинчи ăмăртура Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш хулисенчи тата Тăвай салинчи командăсем тупăшнă.

Пирĕн футболистсем хăйсен ушкăнĕнче «Локомотив» командăна 6:0, «Легиона» 2:0, «Канаш-2» командăна 5:2 шутпа çĕнтерсе çурма финала тухнă.

Финалчченхи тĕлпулура тăвайсене те парăнтарнă – пирĕннисене майлă 5:0.

– Финал вăййисем çав тери хĕрÿ иртрĕç. Пирĕн команда тăрăшса вылярĕ, анчах та ăнăçу Канаш хулин пĕрремĕш команди майлă пулчĕ. Пирĕн хапхана вĕсем пĕр мечĕк тапса кĕртрĕç, чемпион ятне çĕнсе илчĕç. Эпир – 2-мĕш вырăнта, – терĕ Геннадий Герасимов тренер.

Геннадий Георгиевич ачасем хушшинче спортăн ку тĕсне анлăрах сарасшăн. Çавна май вăл 2008 –2011 çулсенче çуралнă арçын ачасене «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексне футбол секцине йыхравлать.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика