Халăха пырса тивекен ыйтусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.12.2018, 10:19 Просмотров: 311

Хальхи Пĕрлехи информаци кунĕ уйрăмах нумай ыйтуллă, хĕрÿ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ темăсем çивĕчлĕхпе палăрнипе те çыхăнчĕ çакă.

Ершепуç тăрăхĕнчи халăх уйрăмах хастар. Информаци кунне ку хутĕнче те йышлăн пуçтарăнчĕç вĕсем Кÿстÿмĕрти культура çуртне.

Кунти ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пычĕ.

Актуаллă темăсенчен пĕри –  çĕнĕ çултан ял пенсионерĕсен страхлакан пенсине ÿстересси. Çĕнĕлĕхе Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Иванов уçăмлатрĕ. Ÿсĕм, ăнлантарчĕ вăл, ял хуçалăх сферинче 30 çултан кая мар тимленĕ, ялта пурăнакан, ниçта та ĕçлемен пенсионерсене пырса тивет. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тÿлев 1333,55 тенкĕлĕх пысăкланать. «Списокра –  500 ытла ял хуçалăх профессийĕ. Анчах та 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен колхозсенче, МТС-сенче, колхозсем хушшинчи предприятисенче, совхозсенче, хресчен хуçалăхĕсенче, ял хуçалăх артелĕсенче ĕçленĕ мĕнпур професси ĕçченĕ, должноçе пăхмасăр, ял хуçалăх стажне кĕрет», –  ăнлантарчĕ Андрей Николаевич.

Ершепуç тăрăхĕнче пурăнакансен ыйтусем тупăнчĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ ку списока учитель-ветерансене те кĕртесшĕн. Ку тытăмрисен урăх хавхалантару тÿлевĕсем пур, терĕç ăна: нумай çул ĕçленĕшĕн, коммуналлă расхутсемшĕн параканнисем.

«Пенсионер çак ялта пурăнать, анчах прописка –  урăх регионта. Ăна пенси ÿсĕмĕ тивĕçет-ши;» Пенси законодательстви пĕтĕм çĕршывĕпе ĕçлет, эппин, хушма тÿлев стажа кура ăна та лекĕ, пĕлтерчĕ пенси управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Иванов.

Пухăннисен чи пăшăрхантаракан ыйтăвĕ «Совхоз-техникумра» ĕçленĕ тапхăрпа çыхăнчĕ. Пенси фончĕ кунта тимлекенсен 1992 çулчченхи стажне кăна шута илет. Малалли, предприяти статусĕ улшăннă хыççăнхи, пенси саккунĕн нормативĕсене тивĕçтермест иккен. Андрей Иванов ку ыйтупа республикăри Пенси уйрăмне, унтан Мускава –  Раççей Пенси фондне тухнине пĕлтерчĕ.

Паянхи тепĕр çивĕч ыйтупа пушар асăрхавĕн районти пуçлăхĕ Алексей Петров тухса каларĕ. Вут-çулăм алхаснин республикăри тата районти лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Нумай чухне пушарсем тухнинче çынсем хăйсем айăплине асăнчĕ. Ку тăрăхра çырăннă инкеклĕ тĕслĕх те çакна çирĕплетет. Пĕр хĕрарăм электропроводка мăкăрланса тухнине курнă, анчах кивĕскерне-начарскерне улăштарас вырăнне ăна вăл изолентăпа чĕркесе лартнă. Пушар вара хуçалăха пысăкрах тăкак кÿнĕ.   

Алексей Васильевич хĕллехи вăхăтра йăлара вут-çулăмран хытă сыхланмаллине аса илтерчĕ. Çĕнĕ çул уявĕсем çитнĕ май, пиротехника изделийĕсемпе асăрхануллă, уйрăмах ачасем тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн сăмахĕ те асăрхаттарулăхпа тулăх пулчĕ. Паян кĕретсĕр укçа çаврăнăшĕн тытăмĕ пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Çакă, паллах, меллĕ. Анчах та мушенниксем те çывăрмаççĕ. Вĕсем çынсен укçине мĕнле те пулин йăкăртас тесе ĕмĕтленеççĕ. Çавăнпа та Леонид Григорьевич банк карттисемпе тимлĕ пулма, вĕсен номерне, пин-кочĕсене никама та пĕлтерме, палламан-пĕлмен, иккĕленÿллĕ шăнкăравсене хуравлама, смс-пĕлтерÿсене уçма юраманнине аса илтерчĕ. Районти çынсен укçа çухалнă тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ.

Тепĕр тема та пĕлтерĕшлĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Единая Россия» партин съездĕнче палăртнă задачăсем пĕтĕмĕшле кашни çынна пырса тивеççĕ: граждансен хăтлăхне ÿстересси, экономикăна аталантарасси, суверенитета çирĕплетесси... «Умра –  пысăк ĕçсен вăхăчĕ. Çĕршыв, хамăр район малашлăхĕшĕн кашнин тăрăшмалла. Пур çыннăн та ĕç вырăнĕсенче килти пек чунтан тимлемелле, ыттисем ĕçленин хÿттипе кăна пурăнмалла мар. Çакăн чухне кăна хăватланатпăр», –  терĕ Леонид Николаев.

Йăлари коммуналлă каяшсене илсе тухассипе ыйту нумай пулчĕ. Пухăннисем хăшпĕр самантсемпе килĕшмеççĕ пулин те, хăть ăна илсе тухассине тивĕçлĕрех йĕркелеме ыйтрĕç.

Информаци ушкăнĕ ку йышпа çавăн пекех Кульцав ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тата Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика