Чи çивĕч ыйтусен шутĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.01.2019, 09:07 Просмотров: 302

Наркотиксемпе усă курасси сарăлса пыни – обществăри социаллă çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ку сиенлĕ япаласем халăхăн, уйрăмах çамрăксен, сывлăхне çав тери хăрушă витĕм кÿреççĕ. Вĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес тĕллевпе Раççейре наркотиклă хатĕрсене тата психотроплă веществосене врач хушăвĕсĕр усă курассине чарнă.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисемшĕн уголовлă явапа 16 çула çитнĕ граждансене тыттараççĕ, сиенлĕ ку веществосене çаратнăшăн тата пусахласа илнĕшĕн яваплăх 14 çултан пуçланать. Енчен те преступление тăвакан ку ÿсĕме çитмен-тĕк, вĕсен (çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсен) тĕлĕшпе йĕрке хуралĕн органĕсем çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен комиссисемпе пĕрле мерăсем йышăнаççĕ. Йĕркене пăсакансене шута илеççĕ, вĕсемпе асăрхаттару ĕçне ирттереççĕ.

РФ Уголовлă кодексĕн 87-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, преступлени тунă ачасемпе çамрăксем тĕлĕшпе хистевлĕ воспитани мерисем йышăнма е айăплав палăртма, айăплавран хăтарсан вĕсене хупă вĕрентÿпе воспитани учрежденине вырнаçтарма пултараççĕ.

Наркотиклă хатĕрсене упранăшăн, турттарнăшăн, хатĕрленĕшĕн, кодексăн 228-мĕш статйинче çырнă тăрăх, 15 çул таран ирĕксĕр хăварма пăхнă. Наркотиклă, психотроплă веществосене е вĕсен аналогĕсене хатĕрленĕшĕн е сутнăшăн тивекен чи çирĕп айăплав – 20 çул таран (228.1-мĕш статья).

Наркотиклă хатĕрсем е психотроплă веществосем (прекурсорсем) хатĕрлемелли веществосене туянакансене, упракансене е турттаракансене 300–500 пин тенкĕ штраф хураççĕ, е 180–240 сехет обязательнăй майпа ĕçлеттереççĕ, е 2 çул таран юсану ĕçĕсем палăртаççĕ, е çав вăхăтлăхах ирĕклĕхе чакарма е юсану колонине ăсатма пултараççĕ (228.3-мĕш статья).

Уголовлă явапсăр пуçне наркотиксемпе усă курнăшăн, туяннăшăн тата упранăшăн саккунпа административлă яваплăха та палăртнă. Ку киревсĕр ĕçсене сутас тĕллевсĕр тунă çынсене РФ КоАП-ĕн 6.8 тата 6.9-мĕш статйисенче çирĕплетнĕ йĕркепе айăплав кĕтет: 5 пин тенкĕ таран штраф е 15 талăкчен административлă арест. Хăйсен ирĕкĕпе наркотиксене тата психотроплă веществосене килсе панисене кăна явапран хăтараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика