Çамрăксене хÿтĕлесе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.01.2019, 09:07 Просмотров: 317

Район прокуратури «Информаци, информаци технологийĕсем тата информаци хÿтĕлевĕ çинчен» федераллă саккун мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ. Тĕрĕслев тĕллевĕ «А.У.Е.» криминаллă субкультура тата çакнашкал ытти юхăмсем çинчен информаци пур интернет-ресурссене палăртасси пулнă.

«АУЕ» сообществăн ĕçĕ-хĕлĕн пĕр тĕсĕ – çамрăксене сиенлĕ витĕм кÿресси. Ку субкультура çамрăксен пурнăçне криминал тĕнчин хутшăну стильне тата саккунĕсене кĕртес тĕллевлĕ.

Çула çитменнисем тата çамрăксем çинчен калакан саккунсене пурнăçланине тĕрĕсленĕ май, акă, Интернет сетĕнче право йĕркине пăснине ырлакан информаци вырнаçтарнă тĕслĕхсем тупăннă. Вĕсене пурин те уççăнах пăхма май пулнă. Интернет-ресурсри информаци сарма юрманнисен шутĕнче, обществăна хирĕçле ĕçсене тата право йĕркине пăснине, намăссăр сăмахсене мухтать, тĕрме пурнăçне «романтикăллă» кăтартать. Унсăр пуçне, кунта ачасенче сигарет туртса пăхас туйăмсене вăратакан, вăйпа (çав шутра – хĕçпăшалпа та) усă курнине тата тискерлĕхе мухтакан информаци те пулнă.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх район прокуратури Шупашкар хулин Ленин район судне административлă тавăç янă, социаллă сетьри страницăсенче вырнаçтарнă ку информацие Раççейре сарма юраманнисен шутне кĕртме ыйтнă.

Тавăç ыйтăвĕсене суд тивĕçтерсен йышăнăва, интернет-страницăна хупма хушса, Роскомнадзора ярĕç.

С.УФУКОВ,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика