Сурхури уявĕнче савăнчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2019, 09:09 Просмотров: 403

Хурăнсур Çармăсра пурăнакансемпе хăнасем кашни çулах Сурхури уявĕнче савăнаççĕ. Кăçал та кăрлачăн 7-мĕшĕнче ялти клуба халăх йышлăн пухăнса Христос çуралнă уява паллă турĕç.

Культура ĕçченĕсем малтан ачасене Христос çуралнă уявпа çыхăннă историе каласа кăтартнă, унăн пĕлтерĕшне ăнлантарнă. Кун хыççăн шăпăрлансене юмăç ярса кăтартнă, вĕсем ăлка тавра карталанса юрланă, ташланă, тĕрлĕ вăйăсем вылянă, пылак çимĕçпе сăйланнă.

Каçхине 8 сехетре хурăнсур-çармăссем уява малалла тăсрĕç. Сурхури уявне кÿршĕ ял тăрăхĕнчи ялсенчен нумаййăн пуçтарăннă. Çамрăксем юмăç ячĕç, вăйăсемпе конкурссем ирттерчĕç. Çулсерен Сурхури уявĕнче ватăсем те, çамрăксем те маскăсем тăхăнса илем кÿреççĕ, халăха савăнтараççĕ. Унта туяннă билетсен вылявĕ те пулнă.

Уяв хаваслă иртрĕ. Çĕнĕ çулпа Сурхури уявĕсене йĕркеленĕ тата спонсор пулса çынсене савăнтарнă Михаил Григорьевич Кузьмина, Хурăнсур Çармăс клуб заведующине, чĕререн тав сăмахĕ калас килет, ĕçре татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп. Вăл тăрăшнипе пирĕн ялта тĕрлĕрен спорт вăййисем, мероприятисем иртеççĕ. Çĕнтерÿ паркне турĕç.

Ял халăхĕ унăн хастарлăхĕпе пултарулăхĕнчен тĕлĕнет – ăçтан вăй-хăват çитерет вăл? Кашни çынпа кăмăллă калаçать, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Ахальтен мар Михаил Григорьевич ĕçне ял-йыш кăна мар, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче те тивĕçлĕ хаклаççĕ. 2017 çулта Хурăнсур Çармăс клубĕ «Чи лайăх клуб» конкурс çĕнтерÿçи пулчĕ. 2018 çулта та Хурăнсур Çармăс клубĕн коллективĕ тĕрлĕрен фестиваль-конкурссене хутшăнса лауреат ятне илнĕ, Дипломсемпе Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Е.НИКИТИН,

Хурăнсур Çармăсри инвалидсен Канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика