Тăрăшмалла, чупмалла: çĕнтерÿ пулать алра!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2019, 09:10 Просмотров: 348

Кирек мĕнле ĕçре те тăрăшмасăр çитĕнÿ тăваймăн. Спортра пушшех те наянлăх валли вырăн çук. Çакна Вăрнар районĕн йĕлтĕрçисем аван пĕлеççĕ, çавăнпах хĕлĕн-çăвĕн тренировкăсенче пиçĕхеççĕ вĕсем.

– Тар тăкнин усси ăмăртусенче лайăх курăнать, – терĕ Михаил Павлович Павлов, ачасене нумай çул йĕлтĕр спорчĕпе туслаштараканскер.

Тренерăн çак сăмахĕсем тунтикун Шупашкарта иртнĕ Раштав чупăвĕсемпе çыхăнчĕç. Чăваш Республикин Кубокĕн йĕркипе иртнĕскере Вăрнар районĕн вуникĕ спортсменĕ хутшăннă. Старта вĕсем хамăр республикăри çеç мар, Тутарстан, Мари Эл, Мускав, Саха-Якути йĕлтĕрçисемпе пĕрле тухнă.

«Спортсменсене нимĕнле шартлама та хăратманни савăнтарчĕ. Йĕлтĕрсем япăхрах шурĕç пулин те çĕнтерÿ патне хĕрÿллĕн ыткăнчĕç вĕсем», – терĕ Михаил Павлович.

Вăрнарсем – Михаил Павлов тата Юрий Тикинев тренерсен воспитанникĕсем – виççĕн çĕнтерÿ пьедесталĕ çине тăма тивĕçнĕ. Тÿрех каламалла, чи йышлă ушкăнсенче. Хăш ÿсĕмре ултшар-çичшер çын кăна тупăшнă, тепринче – вунвиççĕн. Мăньял Хапăс хĕрачи Валентина Тикинева, акă, виçĕ километрта 25 спортсменран чи хăвăртти пулнă, ылтăн медале тивĕçнĕ. Унăн йăмăкĕн, Настьăн, улттăмĕш результат.

2001–2002 çулсенче çуралнă арçын ачасем вунă километрлă дистанцие тухнă. Пĕтĕмпе 31-ен. Кунта Çĕрпел каччи – Юрий Сергеев – пуринчен çивĕччи пулнă. Вăл та «ылтăна» тивĕçнĕ. Михаил Павлов тренер çак çамрăкăн ăсталăхне ырласа палăртрĕ. «Мĕн тери спорта юратать. Хăй Шупашкарта вĕренет пулин те тренировкăсене Вăрнара килсех çÿрет», – терĕ вăл.

Хапăс каччине – Михаил Скворцова тата йывăртарах килнĕ темелле. Ун ушкăнĕнче старта 58-ăн тухнă. Маларах кăшт чирлекеленĕ пулин те арçын ача ăмăртура хăйне тивĕçлĕ кăтартнă, 3-мĕш вырăн йышăннă.

Çак ачасем Чăваш Республикин Кубокĕн 1-мĕш тапхăрĕнче те, Çĕнĕ çул чупăвĕнче, палăрнăччĕ. Валентина Тикинева икĕ кунра ылтăн тата кĕмĕл, Настя Тикинева ылтăн тата бронза, Миша Скворцов бронза медальсене тивĕçнĕ.

Спортсменсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Çамрăксем куллен Вăрнарти йĕлтĕр базинче ăсталăха туптаççĕ. Трассăна «Буранпа» хывнисĕр пуçне тренерсем ăна сунар йĕлтĕрĕсемпе пусăрăнтарса хытараççĕ.

Паян спортсменсем Шупашкарта кĕске дистанцинче ăмăртаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика