Пĕрремĕш кунах – инкек

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2019, 09:11 Просмотров: 426

Уявсенче, хăрушлăх ÿснĕ май, инкексенчен сыхланмалли çинчен пушар хуралĕн ĕçченĕсем пĕрмаях асăрхаттараççĕ. Апла пулин те çултан çул пĕрешкел ÿкерчĕк: çулталăкăн малтанхи кунĕсенчех пÿрт-хуралтăсем çунаççĕ, мунчасем тивсе илеççĕ....

Шел те, районта та çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕ синкертен пуçланнă: пушарта 52-ри арçын вилнĕ.

«Поселокра тухнă инкек çинчен шăнкăрава ирхине 6 сехет иртсен йышăннă. Пĕлтерекенĕсем – çулăма-тĕтĕме вăхăтра сиснĕ кÿршисем. Кунта Строительнăй урамра пĕр пÿлĕмлĕ хваттер çуннă-мĕн. Çавна пула кил хуçин пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Пулăшу службисем ку подъездра пурăнакан 5 çынна эвакуациленĕ. Инкек сăлтавне уçăмлатма тĕпчев пырать», – пĕлтерет Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕ. Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ палăртнă тăрăх, çулăм сигарет туртнă чух асăрхануллă пулманран тивсе илме пултарнă. Ку версие тимлĕ тишкереççĕ.

Тепĕр пушар та çырăннă иртнĕ эрнере. Шăматкун ирхине 5 сехетре тухнă вăл. МЧС-ăн республикăри управленийĕн информацийĕ тăрăх, Упнер ялĕнчи пĕр хуçалăхра утă сарайĕнче «хĕрлĕ автан» алхаснă. Вут-çулăм темиçе тонна утта тĕп тунă. Пушар мĕншĕн тухнине палăртма тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

Тĕпчев Санарпуçĕнче тунтикун пулнă тĕслĕхпе те пырать. Чăваш ен ГКЧС-ĕ кунти пĕр хуçалăхра мунча çуннине, стенисемпе маччи сиенленнине пĕлтерет. Сăлтавĕ хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе çыхăнма пултарнă тесе шутлаççĕ. Инкек пирки 17 сехет иртсен хыпарланă.

Çĕнĕ çулăн икĕ эрни кăна иртрĕ ĕнтĕ, çак вăхăтра çулăмпа çыхăннă темиçе инкек çырăнма ĕлкĕрчĕ. Çавна май пушар хуралĕн ĕçченĕсем район çыннисене тимлĕрех пулмаллине асăрхаттараççĕ. Çанталăк сивĕ тăнине кура хăрушлăх тата пысăкрах. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп уямалла: пÿлĕме кăмакапа хутса ăшăтнă чух та, газ оборудованийĕпе усă курнă май та сыхлăха çухатма юрамасть, электросете тĕрлĕ прибор чиксе ытлашши ĕçлеттерессинчен те сыхланăр.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика