Вуншар çул тăрăшнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2019, 09:13 Просмотров: 341

Революциччен ялсенче ятарлă магазин пулман. Халăха таварпа уйрăм çынсем тивĕçтернĕ. Тимĕрçкассинче Сергей Ефимович Сергеев хăй килĕнче лавкка тытнă.

Лавккара кашни кун кирлĕ, кил-хуçалăхра усă курмалли япаласем пулнă: супăнь, тăвар, шăрпăк, ут таврашĕ тата ытти те. Сутуçă ял çыннисем ыйтнине пурнăçласах пынă. Краççын илме лашапа Сĕнтĕрвăррине, тавар илме Хусана кайнă. Краççына 150–200 литр кĕрекен пичкепе илсе килнĕ.

Ун чух райпо, сельпо таврашĕ пулман, сутуçăсем хăйсен ирĕкĕпе халăха таварпа тивĕçтернĕ. 1930-мĕш çулсенче кулаксен йышне кĕртесрен Сергей Ефимович сутăç ĕçне пĕчĕккĕн пăрахăçланă. Çапах та хăшпĕр япаласене ун патĕнче туянма май пулнă. Çав çулсенчех ялта тата тепĕр çын суту-илÿ тума тытăннă. Вăл Родион Родионов пулнă, краççын, шăрпăк тата тăвар анчах сутнă. Репрессине лекесрен хăраса пысăк суту-илÿ туман. Çак çул ялта колхоз йĕркеленнĕ. Ăна «Красный луч» ят панă. Ун чухне ялта 97 кил пулнă, 890 çын пурăннă.

1930 çулта районта райпо тытăмне йĕркелесен те ялсенче малтанлăха лавккасем пулман, килсенче суту-илÿ тунă. Пирĕн тăрăхра Кĕçĕн Кипекре сельпо ĕçленĕ. Унăн кантурĕ чиркÿпе юнашар вырнаçнă, кайран Мăн Явăша куçнă. Шăхасан районĕ чухне Уйкас Кипекре сельпо тунă. 1960-мĕш çулсенче пирĕн ялта тата тепĕр сутăç Гаврил Назарович Назаров хушăннă. Вăл Кĕçĕн Кипекри сельпопа килĕшÿ туса килĕнче тавар сутнă. Ун патĕнче эрех те илме май пулнă. Лавккине çÿлĕксем вырнаçтарса кĕлетре уçнă, таварне хăй илсе тухса панă. Каярахпа сельпо клуба хирĕç хăй пĕчĕк лавкка лартнă. Пĕрремĕш сутуçă – Анастасия Петровна Антонова.

Кĕлет-лавкка 1988 çулччен ĕçленĕ, ăна пăсса кирпĕчрен çĕннине туса лартнă. Вăл 2017 çулхи сентябрьччен ĕçленĕ. Кунта нумай çул тимленĕ Алевтина Васильевна Якимова ура сыпписем ыратнă пирки операцине Шупашкара кайнă. Ун вырăнне урăх çын тупăнмарĕ, лавкка та текех уçăлмарĕ.

Алевтина Васильевна сутуçă ĕçне 1979 çулта Çĕн Кипекре пуçланă. Икĕ çултан Тимĕрçкассине куçнă. Ырми-канми, чунне парса 35 çул ĕçленĕ. Кашни çулах плана ирттерсе тултарса пынă. Çавăнпах ăна Хисеп грамотисемпе чысланă. Ĕç ветеранĕ. «Раççей потребительсен кооперацийĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн» паллăпа наградăланă.

Сутуçă ĕçĕнче анчах мар, килти хуçалăхра та çынсемпе танах тăрăшнă, выльăх-чĕрлĕх вите туллиех усранă, алă усса ларман. Ял-йышран усал сăмах илтмен, районта та хисеплĕ çын пулнă. Çамрăксем унран вĕренсе пыма тăрăшнă.

Сăнÿкерчĕкре, акă, пĕрле ĕçлекенсене сăнланă. Светлана Георгиевна Леонтьева (сулахайри) – Туçи Çармăс лавккин сутуçи, Наташа Зиновьевна Аввакумова (умĕнчи) – Кив Шуртан лавккин сутуçи. Вĕсем те хăйсен тивĕçне юратса пурнăçласа пыраççĕ.

Василий ИВАНОВ.

Тимĕрçкасси.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика