Пултарулăх Мускава çитернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2019, 09:13 Просмотров: 337

 

Мускава, Кремль ăлкине, мĕнле ача кайма ĕмĕтленмест пулĕ? Анчах та унта чи-чи пултаруллисем кăна пулса курма тивĕçеççĕ.

Шăпах çак йыша лекнĕ те Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 6-мĕш «б» класра вĕренекен Алина Федорова. Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи вун-вун ачапа вăл тĕп ăлкăра чунтан савăннă.

Паллах, Алинăна ăнăçнă. Анчах та телее – Çĕнĕ çул асамлăхне – вăл хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ачалла мар ĕçченлĕхĕпе тивĕçнĕ.

Алина – Уравăш салинчен. Халĕ поселокра вĕренет пулин те тăван тăрăхри шкулти педагогсене – Наталия Владимировна Мозгована, Оксана Владимировна Кудрована – çав тери ăшă сăмахсемпе аса илет вăл. Шăпах вĕсем хĕрачана вĕренÿре, спортра, творчествăра пуçламăш утăмсене тума, çитĕнÿсем патне ăнтăлма, хăй тĕллĕнлĕхе вĕренме пулăшнă.

Яваплăхĕ вара çемьере туптаннă. Харпăр хăй хăтланкаларăшĕшĕн кашни çын хăй яваплă. Пуш шантарусем памалла мар, шантарнă-тăк – пурнăçламалла! Çапла вĕрентнĕ ăна ашшĕ-амăшĕ – Надеждăпа Владислав Федоровсем. Ахальтен мар çемье «Ĕçченлĕх, тĕрĕслĕх, ăшпиллĕх, хисеп, профессионализм!» девиза çирĕп тытса пырать.

Алина тĕрлĕ енлĕ пултаруллă. Хăйĕн ăру-йăх тымарне тĕпчесе акă вăл Раççей конкурсĕн республикăри тапхăрĕнче 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Пур предметпа та тенĕ пек ăста ĕлкĕрсе пырать. Тăван тавралăх енĕпе – район олимпиадин призерĕ. Вырăс чĕлхипе, обществознанипе республикăра палăрнă. Ку шайрах «Exсelsior», «Раççейĕн мăнаçлă ывăлĕсем» конференцисенче çĕнтернĕ.

– Пирĕн шкулта лайăх учительсем ĕçлеççĕ. Маргарита Викторовна Буславская вĕрентекен вырăс чĕлхи урокĕсем мĕне тăраççĕ! Математикăна эпĕ Олимпиада Ефимовна Степанована пула юратма тытăнтăм – кирек мĕнле задача та çăмăллăн шутланать. Ман шутпа, чи кирли – пĕтĕм кăмăлтан вĕренни, капла кăтартăвĕ те лайăхрах пулать, – тет пултаруллă хĕрача.

Талантлă çын пур енлĕн талантлă, тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Алина, ав, вĕренÿре çеç мар, пултарулăхра та хăйĕн кăмăлне тупнă. Ултă çул ĕнтĕ вăл Уравăш клубĕ çумĕнчи театр кружокне тата «Хĕвел пайăрки» ача-пăча ансамбльне çÿрет. Икĕ çул харăс СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ регионсем хушшинчи илемлĕ сăмах конкурсĕн призерĕ пулнă. Юрă конкурсĕнче те палăрнă.

Тĕрĕссипе, вырăнти клубри пĕр концерт та унсăр иртмест. Культура вучахĕн ертÿçи Вероника Илларионова ачасен пултарулăхне аталантарассине пысăк вăй хывать.

Хĕрача ÿнер енĕпе те ăста. Ун пултарулăх çÿпçинче ÿкерсе, аппликацисемпе тата ытти ĕçĕпе çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсем чылай.

Спорта та кăмăллать. Спорт ориентированийĕ енĕпе Евгений Васильевич Игнатьев ертсе пынипе республикăри ăмăртусене пĕрре мар тухнă.

– Пирĕн класс питĕ туслă, ачасем хастар. Эпĕ вĕсене, юлташсене хама пулăшса-хавхалантарса пынăшăн тав тăватăп. Вĕсене те асамлă çулçÿреве кайма телей выляса илме сĕнетĕп, – терĕ çĕкленÿллĕн Алина.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика