Çĕнĕлле шутлаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2019, 09:14 Просмотров: 271

Чăваш ен Юстици министерстви, РФ Налук кодексĕн 378.2-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, налук базине кадастр хакне кура шутлакан куçман пурлăх объекчĕсен переченьне çулсеренех хатĕрлет. Ăна Пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрĕнчи сведенисене никĕсе хурса йĕркелеççĕ.

Чăваш Республики ку правăпа 2016 çултанпа усă курать. 2015 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн, уйрăм çынсен пурлăх налукне 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кадастр хакĕнчен шутлаççĕ. Юридици сăпачĕсем тĕлĕшпе ку йĕрке кăçалхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен ĕçлеме пуçланă. Налука капиталлă строительство объекчĕсен, промышленность тата ятарлă пĕлтерĕшлĕ ытти çĕрсен пĕлтĕр ирттернĕ патшалăх кадастр хаклавĕн результачĕсене кура шутлаççĕ.

Çĕнĕ кадастр хаклавĕн кăтартăвĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Ăна Чăваш енре Юстици министерствин «Чуваштехинвентаризация» учрежденийĕ пурнăçлать.

Налук базине кадастр хакне кура шутлакан куçман пурлăх объекчĕсен 2019 çуллăх переченьне Чăваш ен Юстици министерствин www.minust.cap.ru официаллă сайтĕнче шырамалла. Переченьте – уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи 2827 объект.

Унсăр пуçне министерство 2020 çул валли малтанлăх перечене хатĕрлессипе те тимлет. Вăл Росреестрăн федераллă кадастр палатин республикăри филиалĕн даннăйĕсем тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен информацийĕ çинче никĕсленет. Ăна та çывăх вăхăтра министерствăн сайтĕнче тупма пулĕ.

«Объекта малтанлăх перечене кĕртнипе е кĕртменнипе килĕшмен харпăрлăхçăсем мартăн 1-мĕ-шĕччен министерствăна çыру яма пултараççĕ. Министерство хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле çырура кăтартнă объектсем (çуртсемпе, сооруженисемпе, пÿлĕмсемпе усă курни) тĕлĕшпе июнĕн 1-мĕшĕччен тĕрĕслев ирттерет.

Тишкерÿ мероприятийĕсен кăтартăвĕсемпе килĕшменнисен тĕрĕслев актне янă хыççăн 40 кун иртиччен Ведомствăсем хушшинчи комиссие çырма май пур», – ăнлантарать Чăваш ен Юстици министерствин специалисчĕ Денис Жаров.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика