Пултаруллисем – стипендиатсен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.01.2019, 09:14 Просмотров: 342

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене вĕренÿре, бизнес-проектированире, наукăра, творчествăра, производствăра, ертсе пырас ĕç-хĕлре çитĕнÿсем тунăшăн хавхалантарас енĕпе алă пуснă Указра Вăрнар район представителĕсем те пур.

Район урлă пултарулăхри ăнтăлушăн паракан стипендие вуннăн илсе тăрĕç. Вĕсем: Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Снежана Алексеева, Дмитрий Никитин, Анна Федорова, Санарпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Анастасия Краснова, Хапăсри вăтам шкулта вĕренекен Анастасия Тикинева, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем Домна Антонова, Алексей Краснов, Екатерина Нараткина, Владимир Скворцов тата Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ Михаил Наумов.

Стипендиатсен йышне кĕнĕ кашни çамрăкăнах çитĕнĕвĕсем пысăк. Вĕсем спортпа, вĕренÿпе, наука тата професси ĕçĕпе çыхăннă. Чылайăшне вулакансем «Çĕнтерÿ çулĕн» страницисенче курнах.

Чăваш ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине республикăри 14–30 çулсенчи 1000 çамрăк илсе тăрĕ. Унăн уйăхсеренхи виçи 1830 тенкĕпе танлашать.

Списокра район тулашĕнче вĕренсе-ĕçлесе пурăнакан çамрăксем хушшинче, тен, вăрнарсем татах пур. Хамăр пĕлнисенчен, стипендиатсен йышне çавăн пекех Мăн Явăш хĕрĕ, Шупашкарти олимп резервисен 3-мĕш шкулĕнче вĕренекен Екатерина Кошкина тата Çĕньял Хапăс хĕрĕ, Чăваш ен Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин ĕçченĕ Елена Нибаева (Степанова) та кĕнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика