Чăваш ен чысне Раççейре хÿтĕлĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2019, 14:35 Просмотров: 331

Çак чыса Вăрнар район йĕлтĕрçисем канмалли кунсенче Чăваш ен чемпионачĕпе первенствинче çĕнсе илнĕ.

Чупу сумлă ăмăртусем умĕн иртнĕрен спортсменсен çĕнтерÿшĕн хытах кĕрешме тивнĕ. Арçын ачасен ушкăнĕнче акă старта 91 çын тухнă. Пĕрлехи йышра палăрса чĕрĕк финалта вунулттăн, çурма финалта саккăрăн тупăшнă. Палăртма кăмăллă, пирĕн район йĕлтĕрçисем ку тапхăрсенче кашнинчех хастар пулнă.

Çакă тата пахарах – финала лекнĕ тăватă спортсменран виççĕшĕ – вăрнарсем. Владимир Скворцов 2-мĕш вырăн йышăннă. Роман Михайлов бронза медале тивĕçнĕ. Шел те, Юрий Сергеев, дистанци тăршшĕпех малта пынăскер, ун йĕлтĕрĕ çине пуснипе ÿкнĕ, çапла ун тăваттăмĕш результатпа çырлахма тивнĕ. Çĕнтерÿ – Шупашкар каччин аллинче.

Хĕрсен ушкăнĕнче те Вăрнар спортсменкисем финала тухма пултарнă. Анастасия Тикинева кĕмĕл призер пулса тăнă. Унăн аппăшĕ, Валентина, виççĕмĕш вырăнта.

Иккĕмĕш кунне арçын ачасем вунă километрта старт илнĕ. Михаил Скворцов хăйĕн ушкăнĕнче аслăраххисемпе чупнă пулин те лайăх результат кăтартнă, виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Хĕрсем хушшинче пилĕк километрлă дистанцие Валентина Тикинева та виççĕмĕш результатпа вĕçленĕ.

Ку ăмăрту кăтартăвĕсем тăрăх çÿллĕрех тапхăрти чупусене хутшăнма Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди йышне хатĕрленĕ. Январь вĕçĕнче Ижевскра пулакан Атăлçи округĕн первенствинче республика чысне Роман Михайлов, Юрий Скворцов, Владимир Скворцов тата Михаил Скворцов хÿтĕлĕç.

Михаил Скворцова, çавăн пекех Валентинăпа Анастасия Тикиневасене Раççей первенствине хутшăнма суйласа илнĕ. Вăл февраль пуçламăшĕнче Сыктывкарта иртĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика