Чăваш енре – 2-мĕш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2019, 14:36 Просмотров: 301

Районăн çамрăк футболисчĕсем те ăнăçу хыççăн ăнăçу тăваççĕ. Анчахрах вĕсем 10–11 çулхи ачасем хушшинче Етĕрне хулинче иртнĕ уçă турнирта палăрнă.

Тупăшусене Вăрнарпа Элĕк районĕсен пĕрлештернĕ команди Чулхула облаçĕнчи Воротынец хулин, Шупашкар хулин икĕ тата Етĕрне хулин командисемпе кĕнĕ. Тĕп вăйăсенче пĕрремĕшĕсене 6:2, шупашкарсен 2-мĕш командине 6:0 шутпа çĕнтернĕ. Етĕрнесемпе вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ – 3:3 шутпа.

Финалта Шупашкарăн 1-мĕш команди вăйлăрах пулнă, тĕлпулу 4:2 шутпа вĕçленнĕ. Вăрнарпа Элĕк районĕсен пĕрлештернĕ команди 2-мĕш вырăн йышăннă. Пирĕн районтан ун йышне Александр Сотников, Артем Александров, Кирилл Сорокин тата Лев Исаев кĕнĕ. Кирилл Сорокин çавăн пекех «Чи лайăх вратарь» ята çĕнсе илнĕ.

Ачасем Геннадий Герасимов тата Эрик Ванифатьев тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ.

Маларах футзал енĕпе район чемпионачĕн çĕнтерÿçисене те палăртнăччĕ. Хальхинче ун çĕнтерÿçи Ярмушка ял поселенийĕн «Гвардеец» команди пулса тăнă. 2-мĕш вырăнта – «Медведь» СК, виççĕмĕшĕнче «Дружина» ФК. «Чи лайăх вратарь» ята чемпион командинчи Иван Дмитриев çĕнсе илнĕ. «Чи лайăх вăйăç» – Алексей Уткин («Медведь» СК), «Тапăнса чи лайăх вылякан» – Иван Краснов («Химик-Август»).

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика