Çаратаççĕ, хĕрарăмсемпе «çапăçаççĕ»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2019, 14:38 Просмотров: 537

«Кăçалхи икĕ эрнере дежурнăй чаçе 185 заявленипе пĕлтерÿ килнĕ. Çак тапхăрта 6 уголовлă ĕç пуçарнă, административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхсене те 38 тупса палăртнă. 9 çын тĕлĕшпе административлă арест хунă, ÿсĕрле руль умĕнче лекнисем те 6 çын», – пĕлтереççĕ муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайран.

Яланхиллех ют пурлăха вăрланă тĕслĕхсем темиçе те. Январĕн 1-мĕшĕнче, акă, Тракторнăй тăкăрлăкри пĕр пÿлĕм умĕнчен такам икĕ «ватрушка» йăкăртнă. Ярăнмалли хатĕрсене коридорта тăратса хăварнă пулнă. Тепĕр ик кунтан Çĕньял Нурăсра 56-ри арçын ют пÿрте çăра çĕмĕрсе кĕнĕ. Пырĕ хытах хĕрнĕ-ши – холодильникран пĕр кĕленче ликер çаклатса тухнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăй ют районта пурăнать.

Январĕн 9-мĕшĕнче вара пĕр паллă сетĕн поселокри лавккинчен арçын хаклă кофе тата кăлпасси хĕстерсе тухнă. Лавккана кÿнĕ тăкак – 1091 тенкĕ ытла. Йĕрке хуралçисем киревсĕр ĕçе тума пултарнă çынна палăртнă, тĕрĕслевсем пыраççĕ.

Уяв кунĕсенче шута илнĕ тепĕр преступлени – декабрь вĕçĕнче тунăскер. 25-ри çамрăк пĕрре мар судпа айăпланма ĕлкĕрнĕ, административлă асăрхавра тăрать. Апла пулин те каллех «палăрнă» вăл. Поселокри К.Маркс урамĕнчи пĕр кил картинче, вăйпа хăратса, 48-ти арçынăнне 11000 тенкĕ вăрă-хурахла туртса илнĕ.

Упнер ялĕнче вара урамран çурт умĕнчи чăрăша касса кайни те пулнă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче çырăннă ку пăтăрмах.

Полици сотрудникĕсем маларахри преступленисене уçса парассипе ăнăçлă ĕçленине те каласа хăвармалла. Сăмахран, ноябрьте «Черемушки» коллективлă садри дача çурчĕсене тустарса çÿренĕ çынна тупма май килнĕ. Ун чухне арçын пĕр çуртран электроудлинитель, переноска тата ыттине йăкăртнă, тепринчен – «Малыш» шыв насусĕ. Вăл – Пăртас ялĕнче пурăнаканскер, вăрланăшăн-çаратнăшăн тĕрлĕ çулсенче темиçе те явап тытнăскер. Халĕ «хăнăхнă йăлапа» арçыннăн каллех суд тенкелĕ çине ларма тивет.

Çул çинчи лару-тăрăва илес-тĕк, пĕр инкек январĕн 6-мĕшĕнче «Калинино–Патăрьел–Елчĕк» автоçул çинче çырăннă. Санкт-Петербургра пурăнакан О. «Ниссан Мурано» çăмăл машинăпа Калинино еннелле пынă. Арçын руль управленине çухатнă, хирĕç çулпа килекен Лада Приорăпа çапăнса иртнĕ. Иккĕмĕш машина водителĕпе пассажирне район больницинче медицина пулăшăвĕ кÿнĕ.

Декабрь вĕçĕнче вара «Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕн РЭГ службине водитель удостоверенийĕ илес тĕллевпе ют район çамрăкĕ килнĕ. Анчах вăл тăратнă документ суя пулни палăрнă. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнине ĕнентерекен пĕтĕмлетÿ тÿрлетнĕ датăпа пулнă.

Шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтернĕ хыпарсенче арçынсем хĕрарăмсем çине алă çĕкленипе çыхăннисем чылай. Вăрнарта кăна икĕ эрнере 5 тĕслĕх шутра. 30-ти арçын, акă, 24-ри мăшăрне хĕненĕ, тепĕр икĕ тĕслĕхре унччен те судпа айăпланнă арçынсем хăйсен арăмĕсем пулнă (уйрăлнă) хĕрарăмсене тÿпеленĕ.

Кив Мĕлĕшре, сăмахран, 67-ри хĕрарăм пĕрле пурăнакан 55-ри арçынтан сывлăх енчен шар курнă. Ку тĕслĕхсемпе тĕрĕслевсем пыраççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика