Ветеран ĕмĕчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2019, 14:38 Просмотров: 272

Сакăрвун улттăри Ольга Гордеевна Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Гордеева) пысăк ĕмĕтпе пурăнать – ÿлĕм мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене тата нумайрах курса савăнасшăн. Ăна ултă ачи вунтăватă мăнук тата пилĕк кĕçĕн мăнук парнеленĕ. Ольга Гордеевнăшăн вĕсем ылтăнран та хаклă. Чĕререн юратать вĕсене, май килнĕ таран пулăшать.

О.Петрова Хурапыр Юнтапара йышлă çемьере çуралнă. Вăрçă пуçлансанах ашшĕне фронта илнĕ. Ăна ăсатнине паянхи пек астăвать.

– Кутамккине килте типĕтнĕ сухари тултарнăччĕ. Пурте куççуль юхтарса йĕреççĕ. Атте те чарăнаймасăр макăрать. Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăласса тавçăрнă пуль. Нимĕçсемпе нумаях çапăçма ĕлкĕреймен вăл, кĕçех вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Анне пире, ултă ачине, пĕчченех ÿстерчĕ. Пысăк мухтав ăна. Ĕне усранă та выçă ларман, – калаçать ветеран. – Вăрçă хыççăн çимелли ыйтса ялсем тăрăх çÿрекенсем те пурччĕ.

Çитĕнсе çитсен Ольга Çĕньял Явăш каччипе пĕрлешет те амăшĕ пекех ултă ача çуратса ÿстерет, пурне те пурнăç çулĕ çине тăратать. Ульянов ячĕллĕ колхозри фермăра та, звеньевойра та, бригадирта та хастар ĕçлет. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн ăна медальпе чысланă.

Вăкăр кÿлсе аякри вăрмана вутă-шанкăшăн пайтах çÿреме лекнĕ унăн. Çав вăхăтрах ялти клуб çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнне хутшăнма та ĕлкĕрнĕ, куракансене юрри-ташшипе савăнтарнă. Ял-йыш туслă пулни, пĕрне-пĕри пулăшни ăна питĕ хавхалантарнă.  

Юлашки çулсенче, патшалăх пулăшнипе хăтлă хваттер парсан, Ольга Гордеевна инвалид хĕрĕпе Шупашкарта пурăнать.

Калаçса ларнă май, ватă çын чăвашсем хушшинче упранса юлнă йăла-йĕркесене аса илчĕ. Темле йывăр самантсенче те савăнма пĕлни пулăшнă халăха. Сурхури кунĕсенче путексем сиккелеччĕр, выльăхсем йышланччăр тесе урайне пăрçа сапнă иккен ялсенче. Кăшарни çитсен çамрăксем çиелти тумтире тавăрса тăхăннă та хăйсене паллаттарас мар тесе каçсерен килрен-киле çÿренĕ, юрăсем юрланă, халăх сăмахлăхĕпе усă курса сăвăсем каланă. Çăварни эрнинче тăвайккисенчен çунашкасемпе ярăннă, лаша кÿлсе урамсем тăрăх вĕçтерсе çÿренĕ.

Хĕлле улаха пуçтарăнсан та çамрăксем ахаль ларман иккен: хĕрсем кĕнчеле арланă, алсиш-нуски çыхнă, каччăсем çăпата тунă, кантра явнă, юмахсем каланă, юрланă, ташланă.

Тумтире йăлтах килте тĕртсе тунă пиртен çĕлемелле пулнă. Çавна май кантăр акса çитĕнтерсе унтан пир тĕртиччен пайтах тертленме лекнĕ ял çыннин. Пусине, кантăрне кăкласа çыхнă, пĕвери шывра уйăхран кая мар тытнă, хыççăн типĕтсе тылланă, шăмми-шаккинчен уйăрнă. Кÿршĕсемпе пĕрле сÿсне килĕ шăтăкне хурса кисĕпсемпе çемçетнĕ. Ăстаçăсем ятарласа тунă шăртпа сÿсе шăртланă, пахине япăхраххинчен уйăрнă. Арласа çип тусан пир тĕртнĕ. Кĕлленĕ шывра йĕпетсе пирне ăшă кăмакара çĕр каçарнă, çуса тасатнă. Пуш уйăхĕ çитсен тĕртнĕ пире шурă юр çине сарса вăл ирĕлсе пĕтичченех тытнă, çуса типĕтнĕ. Мăнкун умĕн ялсенче тукмак сасси янраса тăнă – тăватшарăн пуçтарăнса шурă пире çемçетнĕ. Çавăн хыççăн çеç пир усă курма хатĕр пулнă. Çак ĕçсем Ольга Гордеевна асĕнче лайăх упранса юлнă.

– Çитмĕл çул каялла, кивĕ укçана çĕннипе улăштарма кайсан, клубра картина çинче çитсă ÿкерчĕкне курнăччĕ, ÿлĕм ялсенче те çитсă пуласси çинчен калаçнине илтсе питĕ тĕлĕннĕччĕ, – аса илет О.Петрова.

Хальхи пурнăçа вăл пĕтĕм чĕререн ырлать, савăнать, нумайрах пурăнма ĕмĕтленет.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика